Республикăра спорт объекчĕсем çулсерен илемленсе, хăтлăланса пыни, çĕннисем те сахал мар пурнăçа кĕни аван палăрать. Шупашкар хулин çуралнă кунĕ тĕлне çĕнĕ волейбол лапамне хута яма хатĕрленеççĕ. Хальлĕхе строительство ĕçĕсем пыраççĕ.
Волейбол вăййи каччăсене те, хĕрсене те илĕртет. Уçă сывлăшра, Атăл сулхăнĕпе киленсе выляни вара сывлăха çирĕплетнисĕр пуçне кăмăл-туйăма та çĕклет. Ку проекта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата «РаççейДорБанк» пĕрлешĕвĕн председателĕпе Глеб Гурин пуçарăвĕпе Шупашкар хула администрацийӗ пурнӑҫлать. Пурĕ хăйăр çинчи волейбол валли тăватă лапам çĕклеме палăртнă. Вĕсен сарлакăшĕ 16 метр, çӳллĕшĕ 8 метр пулĕç. Пĕрремĕш волейбол уйне хулан кунĕ тĕлне пурнăçа кĕртме шантараççĕ. Юрă уйĕнче çурла уйăхĕнче «РаççейДорБанк» пĕрлешĕвĕн парнисемшĕн Федерацин Атăлçи округĕн спортсменĕсем пляжри волейбол турнирĕнче тупăшĕç. Çакнашкал проект регионшăн пĕрремĕш мар. Иртнĕ çул та тĕрлĕ пĕрлешӳ пулăшнипе Шупашкар кӳлемĕшĕнче урамри баскетбол центрне уçнăччĕ.
1 view
270
92
2 months ago 00:03:49 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ “МАН ПУШКӐРТӐСТАН“ (“Мой Башкортостан“) . Сл. и муз. Ирины Саригель (Ирины Сухаревой)
2 months ago 00:03:50 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ. “МОЙ БАШКОРТОСТАН“. Сл. и муз. Ирины Саригель (Ирины Сухаревой)
3 months ago 00:03:14 1
МОЙ БАШКОРТОСТАН Сл. и муз. Ирины Саригель(Сухаревой). Исп. РАДИК ВАЛЬМУХАМЕТОВ, народный артист РБ.