Çĕнĕ стадион, такăр çул

Çĕнĕ стадион, такăр çул тата хăтлă шкул. Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансем çĕнĕ вĕренӳ çулне ырă улшăнусемпе кĕтсе илĕç. Çĕнĕлĕхсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та вырăна çитсе хак пачĕ. Такăр çул – ял илемĕ. Хăйсен тĕслĕхĕпе улшăнăва курнă елчĕксем çак каларăшпа килĕшмесĕр пултараймаççĕ. ИВАН МОРОЗОВ: «Çул пĕтнĕччĕ кунта. Чăваш Ен, Елчĕк ен илемленсе, чечекленсе пытăр малашне, лайăх çулпа çӳремелле пултăр, ял халăхĕн лайăх сывлăхпа çӳремелле пултăр, вăрăм ĕмĕр пултăр». Çак çул Елчĕкпе Кĕçĕн Таяпа ялне çыхăнтарать. Вăл 2 çухрăпа танлашать. 10 çул юсаманнипе унта шăтăк-путăк чылай пулнă. Наци проекчĕпе пурнăçланă ĕçсем вĕсене пĕтерме пулăшнă. Малашне ачасене шкула турттарма та, аслисене ĕçе çӳреме те, сыватмăша е пасара çитме те меллĕ пулĕ. Çакнашкал ырлăха «Яманчӳрел – Кавал» çулпа кунсеренех иртсе çӳрекенсем те туяççĕ. Елчĕк тăрăхĕнче çĕнĕ вĕренӳ çулне хĕрсех хатĕрленеççĕ. Çакă Çĕнĕ Пăва шкулĕнче уйрăмах лайăх туйăнать. 2020-мĕш çулта Çĕнĕ Пăва шкулĕнче тĕплĕ юсав ирттернĕ. Хальхи вăхăтра кунта пĕлӳ çурчĕн тавралăхне хăтлăлатаççĕ. Ĕçсен 73 процентне пурнăçланă, çавăнпа та авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ачасем илемлĕ вырăнпа киленсе шкула çитĕç. Кăçал Çĕнĕ Пăвари вĕренӳ çурчĕ 130 çул тултарать. Палăртмалла, шкулта астăвăма упрассине, ачасен ăсталăхне аталантарассине мала кăлараççĕ. Шкулта пĕлӳ илекен çамрăк журналистсем майпа усă курса республика ертӳçинчен интервью та илчĕç. Олег Николаев Лаш Таяпа ялне те çитсе килчĕ. Савăнма унта тепĕр сăлтав пур – шкул çумĕнчи çĕнĕ стадион. – Эпир çакăн пек программăна пурнăçа кĕртсе пынă пирки кăçал çакăн пек стадионсем Чăваш Республикинче 39 шкулта уçăлĕç. Ку ĕнтĕ унчченхи тунисем патне хушса. Малалла та, паллах, эпир ытти шкулсене çавăн пек тивĕçтерсе пыма ĕçе хута кĕртсе пырăпăр. Ман шутпа, пирĕн вăй çитсе пымалла. Стадион – физкультура урокĕсем ирттерекен, ăмăртусем йĕркелекен лапам пулса тăрĕ. Тĕрлĕ спорт тĕсĕпе туслă Лаш Таяпа халăхĕшĕн ку чăн-чăн парне евĕрех.
Back to Top