Пурнăç йывăрлăхсемсĕр пулмасть. Пĕрисем вĕсене çĕнтерсе малалла талпăнаççĕ, теприсем айккине пăрăнма васкаççĕ, виççĕмĕшсен вара вĕсемпе кĕрешме вăй-хал çитмест. Сусăрсене тата та йывăртарах тивет. Çапах вĕсем пуç усмаççĕ, чи лайăххи пулма тăрăшаççĕ. Çакна вĕсем спорт аренине тухса хăйсен çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтерсе те ĕнентереççĕ. Чăваш Енре пĕтĕм Раççейри параолимпиецсен ăмăртăвĕ те ку тĕлĕшпе питĕ лайăх тĕслĕх пулса тăчĕ.
Ӑмӑртусем «Спорт – пурнӑҫ норми» наци проекчӗ шайĕнче иртеççĕ. Ҫӗршыври 17 регионтан пухăннă 100 ҫӑмӑл атлетсен ӑмӑрту стартне Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров пачӗ.
АРИАНА ГУРЬЕВА: «Эпĕ тренировкăсене çӳретĕп. Манăн тренер Валерий Иванович Васильев ятлă. Мана тренировкăсенче питĕ килĕшет. Халĕ эпĕ пĕрремĕш хут соревнованинче хутшăнатăп. 400 метр чупатăп. Питĕ юрататăп спорта та, соревнованисене те. Тренер пире яланах спорта юратма вĕрентет».
Сывлăх енчен хавшак ачасен ăмăртăвĕсем «Олимпийски» стадионĕнче 3 куна тăсăлчĕç. Пирӗн республика чысне 19 спортсмен хӳтӗлерĕ. Çамрăксем тĕрлĕ енре тупăшрĕç: 100 метртан пуçласа çухрăм çурă таран чупаççĕ, çӳллĕшне тата вăрăмăшне сикессипе тупăшаççĕ, сăнăпа диск ывăтаççĕ, йĕтре тĕртеççĕ.
1 view
359
101
5 years ago 00:01:30 10
Раççей шайĕнчи конкурса финала тухнă
2 years ago 00:01:35 1
Раççей шайĕнчи ăмăртура палăраççĕ
5 years ago 00:00:55 1
Александр Волков – Раççей шайĕнчи олимпиадăра палăрнă
4 years ago 00:02:51 2
Сергей Ипатьев Раççей шайĕнче конкусра тупăшать
3 years ago 00:01:14 1
Тĕнчи шайĕнчи хыпарсем - «хĕрӳ линире»
8 years ago 00:01:26 1
Раççей чемпионачĕ Шупашкарта
8 years ago 00:01:26 1
Вĕсен ячĕпе Раççей гимнĕ янрать
3 years ago 00:01:44 1
Çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ уçăлчĕ
8 years ago 00:01:43 1
Чăваш Енре ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрарăмсен Раççей Кубокĕ иртрĕ
9 years ago 00:01:20 2
Раççейре çук маунтинбайк центрĕ хута кайрĕ
3 years ago 00:04:55 32
Чăваш чĕлхине юратма вĕрентет
2 years ago 00:03:01 1
Вĕренни пурнăçра кирлĕ пулать
2 years ago 00:02:41 1
Бердянск районĕнчи ачасем те савăнăçа тивĕç
2 years ago 00:03:01 145
Юмансар ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕ уçăлчĕ
2 years ago 00:02:58 15
Пулас педагогсемшĕн тĕслĕх
2 years ago 00:02:43 57
100-е яхăн çамрăк корреспондент пуçтарăнчĕ
2 years ago 00:03:21 1
Амăшĕн капиталĕпе тĕрлĕ енлĕ усă кураççĕ
2 years ago 00:02:49 1
Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕн çĕнĕ кĕнекипе паллашрĕç