Çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ уçăлчĕ

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимп» стадионĕнче çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ уçăлчĕ. Çӳллĕ шайри ăмăртăва хутшăнма 70 регионтан 800-е яхăн спортсмен килсе çитнĕ. 4 кун хушшинче 44 награда пуххине вылянтарма палăртаççĕ. Ăмăртăвăн чи хĕрӳ саманчĕсене пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те сăнать. Унта пирĕн репортĕр Юлия Адюкова ĕçлет. ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Чăваш Ен тĕп хули наци чемпионатне 9-мĕш хутчен йышăнать. Кăçал ăмăртусен программине самай анлăлатнă. Пьедесталăн çÿлти картлашки çине хăпарас, медаль çĕнсе илес тесе хальхинче хăвăрт утакансем те, нумай енлĕн ăмăртакансем те тупăшаççĕ. Чемпионат паян 9:00 сехетрех пуçланнă. Чи малтанах старта х
Back to Top