Паттăр пулса çуралмаççĕ, паттăр пулса тăраççĕ. Ҫӗнӗ Шупашкарти патрульпе пост службин взвод командирӗ Сергей Ежов Чăваш Республикинче пурăнакансемшĕн чăн-чăн паттăр. Çил-тăвăл алхаснă вăхăтра Атăл сулахай çыранĕ енчен вăл 30 çынна каçарнă.
– Сире, чăнах та, тав сăмахĕ каласшăн. Эсир питĕпаттăрла ĕç тунă. Сире çак паттăрлăхшăн тав тăватпăр. Чăваш Республикинче пурăнакансем Сергей Ежова тав тăваççĕ. Ытларах, паллах, вилĕмрен çăлнă 30 çын.
СЕРГЕЙ ЕЖОВ: «Çил-тăвăл вăхăтĕнче ачасем, хĕрарăсем кăшкăрнине илтрĕм. Пулăшу ыйтма кимĕ патне чупса килчĕç. Каярахпа кăшт çилĕ тăхтасан вĕсене пурне те хула еннелле каçартăм». Йĕрке хуралçи каллĕ-маллĕ çичĕ-сакăр хут хутланă. Кимме тăватă-пилĕк çын лартнă. Ытлашши юрамасть, кашнинех çăлăнмалли жилетка тăхăнтартнă. Сергей Ежов хăйне паттăр тесе шутламасть. Ашшĕ-амăшĕ ачаранпах кирек мĕнле ĕçе яваплă тума хăнăхтарнă ăна. Çынна пулăшасси тĕп вырăнта уншăн.
СЕРГЕЙ ЕЖОВ: «Унта хăв çинчен шутламастăн. Йĕркеллĕ пултăр тесе шутлатăн. Вĕсемшăн эпĕ яваплă». Кăçал кăна йĕрке хуралçи хӑйӗн ĕçтешӗсемпе пӗрле Атӑл ҫинче путакансене темиçе хут та çăлнă. «Ку – пирĕн тивĕç», – тет вăл.
2 views
230
65
2 months ago 02:30:25 1
Лев Гумилев: Открытие Хазарии | Часть 1
7 months ago 00:04:37 1
- Rise (With Kenny Leckremo)
10 months ago 00:02:34 1
Николай Петров – Раççей Паттăрĕ
12 months ago 00:02:39 1
Çĕнĕ çул парни
1 year ago 00:03:51 14
Dax - GRINCH (Official Music Video)
1 year ago 00:01:19 2
Раççей шутне кĕнĕренпе — çулталăк
1 year ago 00:01:27 1
Паттăрсене хатĕрлеççĕ
1 year ago 00:01:52 1
Паллă кунпа — пулăшу
1 year ago 00:03:25 2
«Атăл» батальона йĕркеленĕренпе пĕр çул çитрĕ
1 year ago 00:01:36 2
Чăн-чăн паттăр
1 year ago 00:01:32 1
Паттăр ячĕ – ĕмĕр пурăннипе тан
1 year ago 00:00:49 1
Çĕнĕ вĕренӳ çулне ĕлкĕртесшĕн
1 year ago 00:01:58 3
Ятарлă çар операцинче хутшăнакансем валли пулăшу
1 year ago 00:01:25 1
Ĕмĕтне пурнăçласшăн
1 year ago 00:03:11 3
Округри медицина отрячӗ вăй илет
1 year ago 00:02:53 4
Ангиограф пулӑшнипе ҫӑлса хӑварнӑ
1 year ago 00:03:05 7
Хусан чиккине çĕкленĕ
1 year ago 00:02:21 1
Паттăрсем çула тухаççĕ
1 year ago 00:02:04 1
Таксистсен ĕçне тимлеççĕ, юрист пулăшăвне анлăлатаççĕ
1 year ago 00:01:22 1
«Çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондра пысăк чĕреллĕ çынсем ĕçлеççĕ