Чăваш Енре – Вадим Жук тата Марина Курчевская

Вĕсем тăрăшнипе халăх юратакан мультфильмсем кун çути курнă. Чăваш Ене мультипликаци тата сăвă ăстисем килсе çитнĕ. Сăмах – Вадим Жук актёр, сценарист, поэт тата Марина Курчевская художник çинчен. Мультфильм мĕнле çуралать? Малашне Чăваш Енрен мультипликаци ăстисем тухас шанăç пур-и? Ыйтусен хуравне Юлия Адюкова Шупашкарти 4-мĕш гимназире йĕркеленĕ тĕл пулура пулнă май шырарĕ. «Пукане анимацийĕ тата поэзи». Шăпах çак ятпа йĕркеленĕ ăсталăх лаççине çитнĕ те Шупашкарти шкул ачисем. Вĕсемпе тĕл пулакансем хальхинче хăйне евĕрлĕ çынсем. Вадим Жук, сăмахаран, пурте пĕлекен «Маша тата Упа» мультфильмри юрăсем валли сăвăсем шăрçаланă. «Çĕр çинче çав тери нумай сюжет мар. Анимаци валли сюжет суйланă чухне классикăна çывăххисене суйламалла», – палăртать Вадим Семёнович. Зала пухăннисем хăйсем те «Çарăк» юмах тăрăх хăйне евĕрлĕ сюжет шухăшласа пăхрĕç. Çак ĕçре чи кирли – шухăш хастарлăхĕ, фантази пулмалла. ЛИДИЯ КОНСТАНТИНОВА: «Çакăн пек тĕлпулусем пирĕн республикăра питĕ кирлĕ тесе шутлатăп. Ачасене пукане анимацийĕпе мĕнле ĕçлемеллине ăнлантарчĕç. Эпĕ паян хам та савăнса итлесе лартăм. Эпĕ пĕлтĕм вунă минутлăх мультфильма вĕсем пĕр çулталăк ÿкернине. Çавă мана питĕ савăнтарчĕ, кăсăклантарчĕ. Ачасене те питĕ килĕшет тесе шутлатăп». Марина Курчевская художник та ачасемпе çамрăксене тыткăнлама пултарчĕ. Чăваш Енĕн мультипликаци пуласлăхĕ çеç мар, унăн çулран çул пуçтарăнса пыракан историйĕ те пур, палăртрĕ вăл. Анимаци тăвасси – хăвăрт пулакан ĕç мар. Çакна ачасем те лайăх ăнланчĕç. Тĕл пулусене Шупашкар хулин централизациленĕ клуб системи тăрăшнипе йĕркеленĕ. Чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче паллă çынсем ӳнер училищинче пĕлӳ илекенсемпе те ăсталăх лаççи ирттерĕç.
Back to Top