Çула, техникăна юсаççĕ, çанталăка пăхмасăр халăхшăн тăрăшаççĕ. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче, çул-йĕр хуçалăхĕнче тăрăшакансем хăйсен уявне паллă турĕç. Çак тытăмра ĕçе чунтан парăннă çынсем вăй хураççĕ. Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Семьянинсен çемйи те çакна çирĕплетет. Çĕмĕрле тăрăхĕнче пурăнакан Михаил Семьянин 28 çул шофёр пулса тăрăшать. Пысăк машинăпа çул-йĕр юсакан çĕре хăйăрпа цемент хутăшне турттарать, çынсене валли те çитерсе парать.
АНАСТАСИЯ СИДОРОВА: «Ку Михаил Борисовичăн ĕç вырăнĕ. Çăмăл машинăпа танлаштарсан кунта кабина та сарлакарах, çавăн пекех рулĕ те пысăкрах. Ăна кунĕпе тытса пыма вăй та кирлĕ». Хăйĕн ĕçне арçын тĕплĕн пурнăçлать. Ирхине рейса тухас умĕн машинăна пăхса çаврăнать, çĕмрĕлмен-и тесе тĕрĕслет. Асăрханулăх тата тимлĕх пĕрремĕш вырăнта пулнине пĕлтерет Михаил Борисович.
МИХАИЛ СЕМЬЯНИН: «Шофер пулса ĕçлеме çăмăл мар вăл. Куçсем ывăнса çитеççĕ кунĕпе çул çинче ĕçлесе. Унта-кунта пăхмалла, пуçа çавăрттармалла вĕт çул çинче. Асăрханмалла, машинăсем халь нумайлансах пычĕç, ĕçлеме йывăр». Пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе пыма ăна юратнă çемйи пулăшать. Сăмахран, кĕçĕн ывăлĕ Дмитрий та ашшĕпе пĕрле çул-йĕр хуçалăхĕнче слесарь пулса тăрăшать. Унăн тĕп тĕллевĕ – техникăна вăхăтра юсаса тăрасси.
МИХАИЛ СЕМЬЯНИН: «Ача юнашар пулсассăн мĕнле лайăх, савăнатăн. Мĕнле ĕçлемеллине, мĕнле тумаллине пĕтĕмпех вĕрентсе пыратăн. Вăл та мĕнле тумаллине пырса ыйтать». Владимир Матвеевăн чунĕ те мĕн ачаран техника патне туртăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ 23 çул хушшинче çĕр чавакан машина уншăн юлташ пекех пулса тăнă. Паянхи кун вăл Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Иккĕмĕш Хурашаш ялĕнче çул юсанă тĕлте вăй хурать. Çумăр çăвать-и е çил тăман – çул-йĕр хуçалăхĕнчи ĕçченсем халăх такăр çулпа çӳретĕр, машинăсем яка асфальт тăрăх чупчăр тесе тăрăшаççĕ. Ĕçĕ çăмăл мар пулсан та, пурпĕрех вăл савăнăç парнелет, мĕншĕн тесен юратса тăвакан ĕç ывăнтармасть те, хавхалану çеç парнелет.