Патшалăх тĕревĕ анлăланать

Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем техника туянсан унăн хакĕн пĕр пайне патшалăх саплаштарать. Пахча-çимĕç пухмалли, тĕш тырă çапмалли комбайнсем, трактор тата ытти техника – çаксемшĕн пулăшу илме май килнĕ. Малашне вĕсен хисепĕ тата та ӳсет. Çак ыйтăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче хускатрĕç. Виçĕ çул каялла республика ертӳлĕхĕ тăрăшнипе ял хуçалăх техникине туянсан тăкакланнин 35-50 процентне саплаштарма пуçларĕç. Хăмлапа ĕçлемелли хатĕр илсен пулăшу нумайрах параççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытакан тата çăв вăхăтрах ӳсен-тăранпа, çĕр улмипе, пахча-çимĕçпе ĕçлекен 45 процентлă тĕреве илеет. Ӳсен-тăранпа çеç тăрăшакансем техника туянсан тăкакланнин 35 процентне тавăрма пултараççĕ. Ял хуçалăх таварне туса илекенсем кăçал 334 техника туяннă. 154 трактор, тĕш тырă çапакан 18 тата пахча-çимĕç пухакан 6 комбайн – парксенче. Программа Чăваш Енре ăнăçлă пурнăçланать. Çавăнпах çĕр çинче ĕçлекенсене малашне те пулăшма палăртаççĕ. Тĕрев памалли техника хисепĕ те ӳсмелле. Саптаракан хатĕрсенчен хăй тĕллĕн çӳрекеннине, прицеплине, çурма прицеплине, тăрăллине туянсан, апат салатакан хатĕрлĕ пулсан та тӳленин пĕр пайне каялла тавăрма пулать. Паллах, хамăр çĕршывра туса кăларакан техникăна туянмалла. Китай халăх республикинче хатĕрленине илсен те тĕрев параççĕ.
Back to Top