«Кашни çыннăн е уйрăм халăхăн шăпине виçĕ юрату тытса пырать – ачасене юратни, ĕçе юратни, Тăван çĕршыва юратни», – тесе каланă Геннадий Волков этнопедагог. Унăн ăса вĕрентекен хайлавĕсене халăх юратсах вулать. Çакна шкул ачисемпе вĕрентекенсем çулсеренех иртекен «Хавхалану» фестивальре кăтартса параççĕ. Пултарулăх ăмăртăвĕн 2023-мĕш çулхи çĕнтерӳçисене Шупашкарти 62-мĕш шкулта палăртрĕç. Шупашкарти 62-мĕш шкулта Кашкăр Хуначин халалне тата пехилне упраса пыракан вĕрентекенсем ĕçлеççĕ. Вĕсем тăрăшнипех «Хавхалану» фестиваль кун çути курнă. Ырă пуçару çулсеренех анлăланса пырать. Кăçал унта Чăваш Енĕн тĕрлĕ шкулĕнчи, ача садĕнчи 198 педагогпа вĕренекен хутшăчĕ. Вăрмар тăрăхĕнчи Пысăк Енкасси шкулĕнче пĕлӳ илекен Карина Артемьева тӳресене хăй шăрçаланă калавĕпе тĕлĕнтересшĕн пулнă.
КАРИНА АРТЕМЬЕВА: «Мана шкул пурнăçĕ питĕ интереслĕ пек туйăнать. Эпĕ хамăн калавра вĕрентекен ачасене паллă лартни çинчен çырнă. Манăн калавра вĕрентекен ачана «2» паллă лартса панă. Çав паллăна вăл интереслĕ лартса панă, вăл ăна ташлакан тунă. Манăн вĕрентекен эпĕ çакăн пек калав çырнăшăн питĕ савăнчĕ». Комсомольски тăрăхĕнчи Нĕркеç шкулĕн вĕренекенĕсем вара «Г.Н. Волков хайлавĕсен сцена çине тухнă чи лайăх курăмĕ» номинацире хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Ĕçе кăсăклăрах тума вĕсене ĕлĕкхи çуртпа кăмака та пулăшнă.
НИНА ПЛЁТКИНА: «Пирĕн ку инсценировка кăштах урăхларах пулчĕ. Кĕтмен çĕртен çавăн пек пулса тухрĕ. Эпир ял тăрăх шыратпăр, пуринчен те ыйтатпăр, камăн çуртĕнче ĕлекхи кăмака сыхланса юлнă-ши тесе. Пĕрин патне шăнкăравлатпăр, теприн патне. Унтан, хамăр шкултан инçех те мар, Галя аппа, ĕлĕкхи йывăç çуртра пурăнать. Çурчĕ паянхи кунччен те тирпейлĕ, таса, пуссинчен те шыв ăсса тăрать. Пире вăл кĕртрĕ, хăй те çав роле кĕрсе кайрĕ». Хальхи ăрăва авалхи вăхăта сăнласа пама çăмăл мар. Çапах фестивале хутшăннă май ачасен тавракурăмĕ ӳснине вĕрентекенсем пĕрре мар сăнанă. Ăмăртура мала тухнисене хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Чи хакли вара ачасемпе вĕсен вĕрентекенĕсем çĕнĕ çитĕнӳсем патне çул хывма хавхалану илни.