Паха им-çам

Чăваш Ен тĕп хулинче çĕр улми туса илекенсен 14-мĕш куравĕ уçăлчĕ. Вăл икĕ куна пырĕ. Агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсем, уйрăм хуçалăх хуçисем Шупашкарти «Контур» суту-илӳ центрне пухăнчĕç. Пахча-çимĕç, улма-çырла ăнса пултăр тесен им-çам хывмалла. Çĕр ĕçченĕ çакна аван ăнланать. Паян лавккасенче тем тĕрлĕ удобрени те пур, сад-пахчара ĕçлекенсем вара органикăллă им-çама кăмăллаççĕ. Вĕсенчен чи пахи – «Биоэксперт» биогумус. Шупашкар районĕнчи Лакăр ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă Грацилев фермер хуçалăхĕ шăпах çак хутăша кăларас енĕпе 2018-мĕш çултанпа тимлет. ЛАРИСА СОЛОВЬЕВА: «Эпĕ ялта пурăнакан çын. Килте хамăрăн выльăх-чĕрлĕх кая
Back to Top