Хĕллехи çанталăкра шăнса чирлес мар тесен организма çирĕплетсех тăмалла. Ку енĕпе Камчатка пуллипе вăлчи те пулăшма пултараççĕ. Тĕрлĕ витаминпа, микроэлементпа паха çимĕçе Шупашкарта та туянма пулать.
Камчатка пуллипе вăлчин тутине, уссине, унăн пахалăхне Чăваш Енре пурăнакансем аван пĕлеççĕ. Çавăнпа та çур утрав пуянлăхне илсе килни çинчен пĕлтерекен хыпара илтсенех вĕсем суту-илÿпе курав центрне черет тăма васкаççĕ. Хальхинче та çаплах.
Чавыча, белорыбица, палтус тата ытти те. Пулă тутлă пулассинче никам та иккĕленмест. Пĕрре туяннисем кунта тăтăшах килеççĕ. Сентресем çинче 35 тĕрлĕ çимĕç-çке, çавăнпа та кашниех хăйне килĕшекеннине тупма пултарать. Ырă кăмăллă сутуçăсем