Фермер утравĕ уçăлчĕ

Чăваш Енри ял хуçалăх тытăмĕнче палăрмалла çĕнĕлĕхсем пулса иртеççĕ. Лавкка сентрисем çинче те хамăр тăрăхра туса кăларнă паха продукци çулсерен нумайланать. Малашне Чăвашри апат-çимĕç тата та ытларах пулĕ. Шупашкарти Гузовский урамĕнчи 17-мĕш çуртра вырнаçнă «Пятерочка» лавккара «Фермер утравĕ» уçăлчĕ. Чей, пыл, пылак шыв, сĕт-çу тата аш-какайран тунă продукци, микро ешĕл пахча çимĕç. Кунта паха та экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçпе тивĕçтереççĕ. «Фермер утравĕнче» республикăри 16 фермер продукцине туянма пулать. Усламçăсен ĕçне малалла та анлăлатасшăн. – Унсăр пуçне пирĕн татах та нумай шухăшсем пур фермерсен продукцине малалла суту-илӳ енĕпе пулăшса тăма. Эпир ç
Back to Top