Пухса илнĕ мĕн пур тыр-пул республикăра 750 000 тоннăпа танлашмалла. Çанталăк типĕ пулнине пăхмасăрах Чăваш Енри хуçалăхсем çак кăтартăва тултармаллах. Çапла пĕтĕмлетӳ турĕç республикари уй-хирсенче пулнă хыççăн ертӳçĕсем. Çак çулçӳреве «Уй-хир кунĕ» умĕн ятарласа йĕркелерĕç.
Чурачăк ялĕ çывăхĕнче 500 гектар çинче пăрçа вăй илет. «Воддорстрой» пĕрлешӳре кăçал «Эссо» сорта иртнĕ çул тĕш-тырă ӳснĕ вырăна акнă. Пĕлтĕр гектартан 34 центнер тухнă, кăçал тухăç тата пысăк пулмаллине палăртаççĕ ертӳçĕсем. Пăрçа сапакаллă, хутаççисем те тулли. «Воддорстрой» пĕрлешĕвĕн 10 000 гектар çĕр, вĕсенчен 7 000 гектарĕнче вырма иртмелле. Тĕш-тырă 5 000 гектар çинче вăй илет. Канашсем те кăçал пысăк тухăç илесшĕн. «Пионер» хуçалăх Йĕпреç тата Канаш тăрăхĕсенче 350 гектар çинче ыраш акнă. Нимĕç сортне танлаштарма суйласа илнĕ. Ăна çăкăр пĕçернĕ çĕре яраççĕ. Ку уя пĕр хутчен çум-курăкран тасатнă. Çĕр типсе кайнине пăхмасăрах «Пионер» хуçалăхра гектартан 40-50 центнер тĕш-тырă пухса илесшĕн. Паллах, ку кăтарту пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех.
СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Кĕрхи йышши култьтурăсем лайăх аталанса пыраççĕ. Çавăнпа хуçалăхсене сĕнетпĕр – кашни пусă çаврăнăшĕнче 30-40 процентран кая мар кĕрхисем пулмалла. Пирĕн тăрăхра кĕрхисем лайăхрах аталанаççĕ. Çурхисем пирки каласа хăварас пулсан маларах акнисем лайăх аталанса пыраççĕ. Каярах юлса акнисем вĕсем паян шăпах тырă тулнă вăхăт. Çĕрсем типпе юлнипе тухăçĕ пулса çитеймест. Тухăçпе кăшт сахалтарах пулать тесе шутлатпăр».
Комсомольски тăрăхĕнчи «Луч» хуçалăхра та çумăр çуманнипе уйсенче çĕр çурăла-çурала кайнă. Акă, ку уйра «Ульяновская 100» çурхи тулла ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Кировец» комплекспа акнă. Унтанпа пĕрре те çумăр çуман. Пучахсем кĕске пулни те çумăр çуманнипе тата апталантарманнипе çыхăннă. Хуçалахра пин гектар çинче вырма ирттермелле. «Рассвет» хуçалăхра уйсене тулăхлатма им-çам сапсах тăраççĕ. «Луч» хуçалăх уйĕнчи пекех кунта та пĕр гектар пуçне 5 миллион шăтакан вăрлăх акнă. Ку уя иртнĕ çул раштав уйăхĕнче аталантарнă. Çак культурăна тĕмлĕрех ӳсме май панине калаççĕ хуçалăх ĕçченĕсем. Тухăç паракан пучах кунта пайтах.
МИХАИЛ АФАНАСЬЕВ: «Пирĕн кооператив 810 гектар çинче ĕçлет. Пысăк пайĕ зерновойсем, вĕсем 400 гектара яхăн. Выльăх-чĕрлĕх нумай ӳстернипе пирĕн апат-çимĕç нумай хатĕрлемелли пулнипе вĕсем валли те нумай площадь йышăнаççĕ. Нумай çул ӳсекен курăк 260 гекктар çинче, кукуруза 70 гектар çинче».
Хуçалăхра çитес эрнере пăрçа уйне тухасшăн. Республикăра вара утă уйăхĕн 15-20-мĕшсенче вырма пуçланмалла.
СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Кăçал 547 000 гектар çинче тĕрлĕ йышши культура пухса илмелле. Çитес эрнере тырă йышши культурăсене çапма тухмалла уже. Вырма, çапма тетпĕр. Хăшпĕр районсенче выраççĕ, хăшпĕр районсенче çапаççĕ. Пурĕ 320 гектар çинче тĕш-тырă пухса илмелле. Вĕсенчен 80 пин ытла вăл кĕрхи йышши культурăсем».