Парăнман Паттăр-хула

Паян пĕтĕм çĕршывĕпех Ленинград хулине вутлă ункăран хăтарнине паллă тăваççĕ. 900 кун тискер тăшмансене парăнман Паттăр-хула. Çак пулăма халалласа Чăваш Ен тĕп хулинчи 36-мĕш шкулта «Эпĕ санпа Ленинградран калаçатăп» паттăрлăх урокĕ иртрĕ. Ладога кӳлли тăрăх хывнă «Пурнăç çулĕ» ункăна лекнĕ Ленинградшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă. Ун çийĕн хулана апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ, çынсене илсе тухнă. Пĕр тимĕр ут пăр айне кайсан та хыççăн пыракан машинăсем пĕри те чарăнман. Кашниех хăвăртрах çыран хĕрне çитме тăрăшнă. Шупашкарти 36-мĕш шкулăн 7-мĕш кадет класс ачисем паттăрлăх урокне тĕплĕн хатĕрленнĕ. Сăмах Дмитрий Шостаковичăн 7-мĕш симфони пирки пырать. Вăл 1942 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче филармони залĕнче янăранă. Кĕвве Лениград çыннисем кăна мар, хулана çавăрса илнĕ нимĕç салтакĕсем те итленĕ. Тен, шăпах чунлăха çухатманни, пуласлăха шанни Ленинград халăхне çак йывăр кунсене чăтса ирттерме пулăшнă та. 36-мĕш шкулта ачасене тĕрĕс-тĕкел воспитани парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. ЗОЯ ЛУКИНА: «Тин кăна пирĕн Хузангай вул
Back to Top