Чăваш Енрен янă салам вĕсен чунне çемçетет, хавхалану туйăмĕ кĕртет. Республикăра пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ ярсах тăраççĕ. Запорожье облаçне чăваш эстрада юрăçи Юрий Петухов çитсе килчĕ.
Каялла чакмасăр, паттăррăн Çĕнтерӳ патне. Азов тинĕсĕ çумра пулсан та, тăван ялти кӳлĕ çывăхрах, анне пĕçернĕ çăкăр тутлăрах.
ЮРИЙ (КАШКĂР) ПЕТУХОВ: «Патриотла юрăсем çыратпăр, анчах та тарăнрах, анлăрах çырма çавна хăв курмасăр йывăртарах. Çавăнпа та халь эпĕ кайса курнă хыççăн шухăшсем те урăхла, курăм-туйăмсем те урăхла». Унти лару-тăру еплерех-ши? Курсассăн чунра мĕнле туйăм çуралать-ши?
ЮРИЙ (КАШКĂР) ПЕТУХОВ: «Туйăм-курăмсем, чăнах та ĕнтĕ, йывăртарах. Чунра йывăр. Мĕншĕн тесен, хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ, вăрçă. Таможня урлă каçсассăнах светсем те пăтти-патти кăна. Тĕттĕм. Çуртсем çинче пысăк шăтăксем снарядсенчен». Чăваш Енре пурăнакансем пĕрлĕхре вăй пулнине асра тытаççĕ. Çĕршыва хӳтĕлекенсем валли гуманитари пулăшăвĕ ярсах тăраççĕ.
ЮРИЙ (КАШКĂР) ПЕТУХОВ: «Гуманитарная помощь тĕрлĕрен пулать вĕт-ха. Япаласем кăна мар, апат-çимĕç кăна мар. Унта эпир хальхинче илсе кайрăмăр пĕренесем блиндажсем тума, окопсем тума, мĕншĕн тесен вĕсем патĕнче ун пек йывăçсем çук». Тăван килĕнчен, çывăх çыннисенчен аякра. Çавăнпа та пирĕн паттăрсем патне чăвашлăха, чăваш юррине, чăваш кучченеçне илсе çитерни паха теççĕ ырă пуçарупа аякри çĕре çитсе курнă ентешсем.
– Куçсенче çиллĕ те пур вĕсен, анчах та икĕнӳ темĕскер нимĕн те курăнмарĕ. Хăрани нимĕн те çук. Калаççĕ, калатăп вĕт-ха, паттăррăн тăраççĕ. Апла пулсассăн пирĕн çĕнтерӳ çывхарса пырать.
3 views
259
80
3 weeks ago 00:02:11 1
[Национальное телевидение Чувашии] Чăваш Енрен хĕрӳллĕ салампа
3 weeks ago 00:02:47 1
[Национальное телевидение Чувашии] Нумай тухтăр пĕр вырăнта
3 weeks ago 00:01:37 1
[Национальное телевидение Чувашии] Часах ака пуçланать
3 weeks ago 00:02:09 1
[Национальное телевидение Чувашии] Пĕр уйăхра 4 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă
3 weeks ago 00:02:51 1
[Национальное телевидение Чувашии] Сусăр ачана- ятарлă вырăн
3 weeks ago 00:02:46 1
[Национальное телевидение Чувашии] «Атăлпа» тĕл пулчĕ
3 weeks ago 00:03:05 3
[Национальное телевидение Чувашии] Вырма ĕçĕсем пирки Елчĕкре калаçрĕç