Чăваш Енри хуласемпе округсенче илем тата хăтлăх кĕртессипе малалла тăрăшаççĕ. Парксене, урамсемпе тĕрлĕ лапамсене çĕнетмелли вырăнсене çулсерен Раççей шайĕнчи конкурсра палăртаççĕ. Пăрачкавра, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче хĕрӳ ĕçсем пыраççĕ.
Улатăр – Чăваш Енри пуян историллĕ авалхи хуласенчен пĕри. Вăл 16 ĕмерте никĕсленнĕ. Кунта Ленин урамне тата Революци тӳремне хăтлăх кĕртĕç. Ĕçленĕ вăхăтра машинăсене вăхăтлăха çӳреме чараççĕ. Халĕ кунта ĕçе пурнăçлама чăрмантаракан йывăçсене касаççĕ. Малашне кунта курса тĕлĕнмелли, савăнмалли вырăнсем чылай пулĕç. Бульварта чечек ӳсмелли лапамсем, урамра лармалли вырăнсем йĕркелĕç. Пăрачкав тăрăхĕнче те ĕçсем пыраççĕ. Кооперативная урамра ача-пăча лапамĕсене, чечек лартмалли вырăнсене çĕнетĕç. Куçа илĕртекен капăр йывăçсем лартаççĕ, вĕсене шăварма ятарлă хатĕрсем вырнаçтараççĕ. Çынсене валли канма, япала туянма, вăхăта усаллă ирттерме тĕрлĕ лапам пулĕ. Усламçăсене суту-илӳ вырăнĕсемпе тивĕçтерĕç. Патшалăх пулăшнипе Çĕмĕрле хули те хăтлăрах пулĕ. Пионер пĕрлешĕвне 50 çул çитнине халалланă парк çĕнелĕ. Уçăлса çуремелли сукмак çĕр çулхи юман йывăççисем патне илсе çитерĕ. Палăртнă проектсем пурте вăхăтра вĕçленмелле. Хальлĕхе ĕçсем малалла пыраççĕ.
2 views
289
80
10 months ago 00:03:05 1
Чăваш Енре çемье çулталăкне уçрĕç
10 months ago 00:02:15 6
Вăрлăх пахалăхне тĕрĕслеççĕ
10 months ago 00:14:41 1
Паха вăрлăх акмалла
10 months ago 00:06:33 1
Яйцо пашот. Два рецепта: с уксусом и без уксуса + сравнение. Вкусная сервировка.
10 months ago 00:05:11 1
Юрий СМИРНОВ : «Караван» («Восточная картинка») (LP 1972) / Ансамбль РНИ Эммануил ШЕЙНКМАН