Патшалăх тытăмĕнчи ушкăнсем халăха пулăшаççĕ

Влаç тăрăшакансен пĕлтерĕшлĕ хыпарĕсем – Интернет уçлăхĕнче. Паянхи куна Чăваш Енре патшалăх тытăмĕнчи тата унăн çумĕнчи организацисен 2 000 ытла официаллă ушкăнĕсемпе сайчĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсенче 1 миллион çурă ытла çын тĕрлĕ хыпара пĕлет. Интернетри ушкăнсем халăх пурнăçне мĕнле çăмăллатаççĕ? Ыйтăва Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерстви тата унăн çумĕнчи уйрăмсем ертсе пыракан страницăсен тĕслĕхĕ çинче манăн ĕçтешсем тишкерчĕç. Маргарита Мельникова пресс-секретарĕн кунĕ кашнинчех социаллă тетелсене тĕрĕсленинчен пуçланать. Ĕнер е иртнĕ кунсенче вырнаçтарнă хыпарсене халăх мĕнле йышăннă? Ыйтусемпе сĕнӳсем çырса яман-и? Çак тата ытти саманта тимлĕхре тытать вăл. МАРГАРИТА МЕЛЬНИКОВА: «Пирĕн официаллă ушкăнсенче информаци яланах вырнаçăнать, çавăнпа та эпир час-часах комментарисене пăхса подписчиксен ыйтăвĕсене татса пама тăрăшатпăр, официаллă майпа вĕсем пирĕн пата çырупа та тухма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра социаллă тетелсенче ытларах хутшăннă май ыйтусене те социаллă тетелте татса пама май пур. Госпаблики система вара пирĕн ĕçре пысăк çăмăллăх кӳрет, вулакансемпе çывăхрах пулма пулăшать». Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерстви çумĕнчи 43 учрежденин Телеграмм-канал, «Вконтакте», «Одноклассники» социаллă тетелсенче официаллă ушкăнĕсем пур. Вĕсем пин-пин çын пурнăçне çăмăллатаççĕ. Унччен аслă ăрури çынсем пĕр-пĕр ыйтупа тӳрех халăха социаллă пулăшу кӳрекен комплекслă центра çул тытнă пулсан халĕ вĕсем Интернетри страницăна кĕрсе кирлĕ информацие пĕлеççĕ. Тĕслĕхрен, Алевтина Степанова мăнукĕ пулăшнипе QR-кодпа усă курса мĕн пур кирлĕ хыпара пĕлме пултарнăшăн савăнать. АРКАДИЙ СКВОРЦОВ: «Пирĕн пĕлтерĕшлĕ тивĕç ĕç паян çак страницăсенчен патшалăх пабликĕсене куçарасси. Çавăн пирки эпир хамăрăн учрежденисенче, паллă вырăнта QR-кодсем çыпăçтарса хутăмăр. Пирĕн пата пулăшу ыйтма килекен çынсем, пулăшу илсе тăракан çынсем килсен вĕсем çак QR-кодсене сканировать тусассăн смартфон çине пирĕн официаллă пабликсене кĕреççĕ, пĕлеççĕ пирĕн учреждени ĕçне». Патшалăх тытăмĕн страницисенчи хыпарсем вулакансене кăсăклантарччăр тесен хăш-пĕр вăрттăнлăхсене те пĕлмелле. Вĕсене пресс-секретарьсене уçса парас тесе Чăваш Республикин регион управленийĕн центрĕн ĕçченĕсем ăсталăх лаççисем ирттереççĕ. АЛИНА КИРИЛЛОВА: «Официаллă страницăсем минитерствăсемпе администрацисен çеç мар, шкулсен, ача сачĕсен, больницăсен, культура тата спорт учрежденийĕсен те пулмалла. Чăваш Енре паянхи куна 2 000 ытла госпаблик шутланать, вĕсен аудиторийĕ 1 миллион ытла çын. Официаллă страницăсем «Вконтакте», «Одноклассники» социаллă тетелсенче йĕркеленĕ. Вĕсен нумайăшĕн ятарлă метка- госорганизаци пур». Регион ĕç-хĕлне тимлекен центр ĕçченĕсем тишкернĕ тăрăх, Чăваш Енре пурăнакансен 50 проценчĕ хыпарсемпе социаллă тетелсемпе блогсенче паллашать, çынсен 13 проценчĕ çеç çĕнĕлĕхсене пĕлме влаç органĕсен официаллă ушкăнĕсене кĕрет.
Back to Top