«iВолга» форум вĕçленчĕ

Атăлçи тăрăхĕнчи çамрăксен «iВолга» форум вĕçленчĕ. Кăçал вăл Раççейри 70 ытла регионти 2 пин ытла яшсемпе хĕрсене пĕр лапама пухрĕ. Форум тĕрлĕ тăрăхри пултаруллă яш-кĕрĕме пĕрлештерсе пурнăçа кĕртмелли çĕнĕ проектсемпе паллаштарчĕ. Çĕнтерӳçĕсен йышĕнче Чăваш Ен çамрăкĕсем те пур. 10-мĕш çул ĕнтĕ Мастрюков кӳллисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă, хастар çамрăксене пухать. Уй-хирти фестивальте Чăваш Ен чысне 88 яш-кĕрĕмпе пике хӳтĕлерĕ. Самар облаçĕнчи форум ҫӗнӗлӗхĕ – проектсен конкурсне регионсем хушшинчи 9 енӗпе ирттерни. Финалта 15 проекта палӑртнӑ, пурĕ 156 ĕç пăхса тухнă, тӳресем 9 проекта кун çути кăтартма суйланă. Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ Наталья Васильева – 240 000 тенкӗ грант пулӑшӑвне çĕнсе илнĕ. Çак тĕрев укçипе вăл анимаци роликĕсем ӳкерĕ, вĕсем студентсен хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен пулĕç. НАТАЛЬЯ ВАСИЛЬЕВА: «Иволга» форумра ман проект çентерӳçĕ пулса тăчĕ. Ман проект университетра профсоюз организацине кирлĕ тесе шутлатăп. Вăл анимаци пирки. Ăна вĕренмелли пирки. Эпĕ хам та ЧПУ веренетĕп. Анимаци тăвакан çынсем пирĕн сахал. Çавăнпа та ман урăх студентсене вĕрентес килет. «Иволга» форум мана питĕ килĕшрĕ. Эпир палаткăсенче пурăнтăмăр. Чăннипе те, кăшт урăхларах, килти пек мар». Чăваш Ен кунта иртнĕ ытти ăмартусенчен те çитĕнӳсем те илсе килчĕ. Шупашкарти ӳнер училищин студенчĕсем халăх тумĕсене халалланă конкурсра пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Форумăн чи лайăх юмахçисен ăмăртăвĕнче вара Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Александр Игнатьев виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.
Back to Top