Çулăм ан алхастăр

«Вăрăран юлать те, пушартан юлмасть», – тенĕ ĕлĕк ватăсем. Çуллахи кунсем малалла тăсăлаççĕ пулин те, вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх чакмасть. Çакна Чăваш Республикин çут çанталăк министерстви те асăрхаттарсах тăрать. Çуллахи кунсем малалла тăсăлаççĕ. Ăшă çанталăк, хĕртекен хĕвел пурне те савăнтарать. Çемьепе, туссемпе пĕрле вăрмана уçăлма е канма кайма хистет. Ăçта пулсан та хăрушсăрлăх пирки манмалла мар. Мĕншĕн тесен инкек куçа курăнса килмест. Чăваш Республикин çут çанталăк министерстви вăрман хуралĕсемпе пĕрле пушар тухассинчен сыхлас тĕлĕшпе ятарлă рейдсем ирттерет. Иртнĕ канмалли кунсенче вĕсем Атăл леш енчи вăрманта канакан 2 çынна явап тыттарнă, вĕсен 40 пин тенкĕ ытла штраф тӳлемелле пулĕ. СЕРГЕЙ РАДЮКОВ: «Паянхи куна вăрман инспекторĕсем 3700 рейд ирттернĕ, 11 протокол çырнă. 420 пин тенкĕлĕх штаф панă. Пĕлтĕрхи тапхăрпа танлаштарсан, пĕлтĕр 30 протокол çырнă пулнă. Çавăнпа эпир кăçал вăрман пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăсакансем сахалрах тесе шутлатпăр. Пирĕн рейдсем ытларах кану кунĕсенче иртеççĕ. Атăл леш енче, Заволжье тăрăхĕнче тата республикăн кăнтăр енче». Çавăн пекех çут çанталăкра канакан çынсемпе калаçу ирттереççĕ, пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен ăнлантараççĕ, ятарлă буклетсем валеçеççĕ. Аса илтеретпĕр, республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çирĕплетнипе, 2023-мĕш çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре пушарпа кĕрешмелли йерке пырать. Вăрмансенче кăвайт, типнĕ курăка чĕртме тата çуп-çап пăрахса хăварма юрамасть. Çакна пăхăнмасан штраф пама пултараççĕ. Ахаль çынсен 40 000 тенкĕрен пуçласа 50 000 тенкĕ таран кĕсьене çӳхетмелле пулĕ. Ĕçре тăрăшакансене 60 000 тенкĕрен пуçласа 90 000 тенкĕ таран тӳлеттерĕç. Тĕрлĕ организацисене 600 000-тен пуçласа пĕр миллиона çити тӳлеттерĕç.
Back to Top