Чăваш Енре кăçал халăх пуçарăвĕпе пин ытла проект пурнăçлама палăртнă. Вĕсен шучĕ тата та ӳсме пултарать. Документсене çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Шупашкар тăрăхĕнче 103 пуçарăва пурнăçа кĕртесшĕн. Вĕсем валли 207 миллион тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Çатракассисен те кĕçех шыв ыйтăвĕ татăлмĕ пултарĕ. Çак кунсенче унта пурăнакансемпе Сергей Артамонов тĕл пулчĕ.
Çатракассинче 450 ытла кил-çурт. Унта пурăнакансен йышĕ те самай. Вĕсем нумай çул шыв пулманнипе асапланаççĕ. Хуларан ятарлă савăтпа турттарма, лавккаран туянма тивет. Выльăх-чĕрлĕхе, пахча-çимĕçе пусă шывĕпе шăвараççĕ. Алина Викторовна палăртнă тăрăх, шыв çуккипе выльăх та усрама пăрахнă.
АЛИНА МАЛОВА: “Ял халăхĕ шыв илсе килет хуларан. Çăлтан шыв ĕçме юрамасть. Ăна шăварма анчах каять, выльăх-чĕрлĕх пăхма каять. Проект тунă. Кăçал тума пуçлатпăр терĕç“.
Çăл шывĕ те тутлă мар теççĕ кунта пурăнакансем. Çавăнпа 2013-мĕш çулта ку енĕпе пĕрремĕш проект хатĕрленĕ. Тепĕр 6 çултан хутсене çĕнетме тивнĕ. Шыв кĕртмелли, каяшсене юхтармалли пăрăхсене уйăрма тивнĕ. Проекта хатĕрлесе çитернĕ. Ку пуçарăва республикăри адреслă инвестици программипе пурнăçласшăн. Шупашкар тăрăхĕн администрацийĕпе республикăри строительство министерстви килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.
СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: “Кунта туса хунă водонапорный башня кивĕ микрорайонсене шывпа тивĕçтерет. Çĕнĕ микрорайонсенче шыв çитмест. Çавăнпа çак ыйтăва вĕсем пĕлтĕр республика Пуçлăхĕ патне ыйтса тухнă хыççăн Олег Николаев тÿрех Хушу пачĕ, хыснара 36 миллион тенкĕ укçа пăхса хăварнă. Шупашкар муниципаллă округĕн çитес вăхăтра тĕрĕс подрядчик тупса контракт заключать туса çак ĕçе пуçарса ярса хăвăртрах сивĕсем кайиччен çак объекта хута ямалла“.
Лапсар ялне те кăçал çĕнĕ сĕм кĕртесшĕн. Сергей Васильев ытларах çуран çӳреме кăмăллать пулсан та, ыттисем пекех пысăк шанчăкпа пурăнать. Лапсар ял тăрăхĕнче 5 çула юсаççĕ. Вĕсенчен иккĕшне туса пĕтереççĕ ĕнтĕ. «Роза, хăçан çул пулать», – пĕрмай ыйтаççĕ лавккаçран. Çавăнпа вăл кунти ĕç-хĕле тимлĕ сăнаса тăрать.
РОЗА ЗАХАРОВА: “Пурăнма питĕ аван. Хулапа çывăх ял пирĕн. Таса такăр çул кĕтетпĕр. Машинăсем çулсене ан çĕмĕрччĕр. Фабрикăна каякан фурăсем çулсене пăсса хăвараççĕ“.
Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ку тăрăхра пурăнакансене малашне те хастар пулма, кашни ĕç-хĕле тимлĕ сăнама хушрĕ.
1 view
484
247
1 year ago 00:03:25 2
«Атăл» батальона йĕркеленĕренпе пĕр çул çитрĕ
1 year ago 00:02:51 2
Хамăр тăрăхра тирпейлемелле
1 year ago 00:02:09 1
Шывпа вылямалла мар
1 year ago 00:02:42 1
Туризм аталантарасшăн
1 year ago 00:05:51 3
9.Чунçÿрев-2011. Каçпи тинĕс хĕрринче. Çурçĕр Кавказ.