Тĕпрен çĕнетеççĕ

Вĕри шыв хăвăрт сивĕнни, урама кăлăхах ăшăтса тăнă тĕслĕхсем урăх сиксе тухмасса шанаççĕ куславккасем. Çак кунсенче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çак тăрăха çитсе коммуналлă тытăмри ĕç-хĕлпе паллашрĕ. Пăрăхран тумлапа сăрхăнса юхакан усал шăршлă шыв куславккасене нумай çул тарăхтарнă. Коммуналă хуçалăх ĕçченĕсем шыв пăрăхĕсене çĕр айĕнче 50 çул выртаканнисене чавса кăларсан тин чăн сăлтавне пĕлнĕ. Лĕкĕ ларнă иккен. Вырăн-вырăн шăтăк пулнипе тутăхнă йĕрсем те пур. Тăкăлнă каяшсене пула вĕри шыв хăвăрт сивĕннĕ. Инвестици программипе килĕшӳллĕн Куславккара 9 çухрăм ытла шыв пăрăхĕсене çĕнетесшĕн. Икĕ котельнăйран тăсаççĕ вĕсене. «Чăваш газĕ» пĕрлешĕвĕн директорĕ Эдуард Никифоров пĕрне Калинин, теприне Лобачевский урамĕнчен тесе палăртать. Çĕнĕ йышши материалтан хатĕрленĕ шыв пăрăхĕсем сахалтан та 40 çула çитмелле. Улшăнусем пурăнмалли çуртсене, ача сачĕсене, физкультурăпа сывлăх комплексĕсене, шкулсене пырса тивĕç. Чăваш Республикин конкурентлă политики тата тарифсен патшалăх службин ертӳçи Надежда Колебанова ăшăпа тивĕçтерес тытăм – коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсенчен чи йывăрри пулнине палăртрĕ. Инвестици программипе пурнăçланакан ĕçсене тарифа кĕртнине пĕлтерчĕ. Муниципалитетсенче пулса пыракан улшăнусене малашне те тĕрĕслесе пыма шантарчĕ вăл.
Back to Top