Вĕренӳ тытăмĕнчи чи ăста педагогсене чысларĕç

«Ĕç – пурнăç илемĕ» теççĕ халăхра. Çыннăн хăйне килĕшекен ĕç суйласа илме пĕлмелле. Ку та çителĕксĕр – тивĕçсене кăмăлтан тăрăшса пурнăçламалла, çитĕнӳсем тумалла. Республикăра профессире нумай çул ĕçлекенсем те, ку енĕпе пуçламăш утăм тăвакансем те хăйсене ăсталăх конкурсĕнче кăтартма пултараççĕ. Вĕрентӳ тытăмĕнче 17 000 ытла çын ĕçлет. Вĕсенчен 10 000 ытларахăшĕ шкулсенче вăй хураççĕ. Професси ăсталăхĕнче палăрнисене Республика Пуçлăхĕ саламларĕ. «Эпĕ, хам тăрăшнипе, ман çумра пĕр шухăшлă çынсем пулнипе çакăн пек çитĕнӳсем тума пултартăм», – тет Анжела Московцева. Вăл Мăналти шкула çӳрекенсене икĕ теçетке ытла ĕнтĕ чăваш чĕлхи пуянлăхне туйма вĕрентет. АНЖЕЛА МОСКОВЦЕВА: «Ку конкурс маншăн 1-мĕш хут пулчĕ. Унччен маларах чи лайăх вĕрентекен конкурсра хутшăннă. Лауреат ятне тивĕçлнĕ 18-21-мĕш çулсенче. Халĕ кун пек чи лайăх тăван чĕлхене вĕрентекен учитель ятне тивĕçнĕшĕн питĕ савăнатăп. Шкулта 20 çул ытла ĕçлетĕп. Ачасене тăван чĕлхен илемне туйма вĕрентетĕн. Тăван чĕлхепе çырма, вулама, çавăн пекех чăваш ташшисем вĕрентетĕп». Уяв сцени çинче – Раççей Президенчĕн премийĕн лауреачĕсем. Педагогика тытăмĕнчи çитĕнӳсемшĕн 200 пин тенкĕ преми параççĕ. 15 çулта çак тĕреве 500 вĕрентекен тивĕçнĕ. Хăйсен ĕçне çӳллĕ шайра пурнăçлакансене палăртас тĕллевпе республикăра çулсерен професси ăстисен конкурсĕ иртет. Чăваш Енри çулталăк вĕрентекенĕ, воспитателĕ, социаллă педагогĕ, методисчĕ тата ытти ăмăртусем иртеççĕ. – Ман шутпа, çак конкурсра педагогсем хăйсен ăсталăхне кăтартса парса пĕр-пĕрне пуянлатса хăйсен пултарулăхне туптама пултараççĕ тесе шутлатăп эпĕ. Эпĕ вĕсене чун-чĕререн тав туса малалла та хăйсен ĕçне çавăн пекех хастаррăн тума сĕнесшĕн. Раççейре педагог тата наставник çулталăкĕ пулнă май республикăра вĕрентӳ тытăмне чылай çĕнĕлĕх кĕртсе пыраççĕ. Шкулсене тĕпрен юсаççĕ. Лабораторисем уçаççĕ. Тĕрлĕ енлĕ вĕрентмелли хатĕрсемпе тивĕçтереççĕ.
Back to Top