Çĕнĕ вĕренӳ çулне ĕлкĕртесшĕн

Чăваш Ен шефа илнĕ Бердянск районĕнчи Андровка ялĕнче строительство ĕçĕсем хĕрӳ пыраççĕ. Чăваш Республкикинчен кайнă хастарсем унта шкулсем, ача сачĕсем валли модульлĕ котельнăйсем вырнаçтармалли вырăнсем хатĕрлеççĕ. Андровка ялĕнчи шкула унччен маларах электричествăпа ăшăтнă. Ку питĕ тăкаклă. Унсăррăн вăл туллин ăшăнса çитеймен. Халĕ Чăваш Республикинчен кайнă ал ăстисем Бердянск тăрăхĕнче 6 модульлĕ котельнăй вырнаçтарма вырăнсем тăваççĕ. Кĕçех çак хатĕрсене Чăваш Енрен илсе килмелле. «Çĕнĕ вĕренӳ çулталăкĕнче никамăн та сивĕре лармалла пулмасть», – теççĕ паттăр чăваш арçыннисем. Вĕсем йывăрлăхсене пăхмасăр хăйсене шаннă ĕçе яваплăн пурнăçлаççĕ. Ку хыпарсене Бердянскра тухса тăракан çăл куçсенче çырса пĕлтернĕ.
Back to Top