Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен йывăр тиевлĕ машинăсемшĕн «Пăрачкав – Мочкас», «Йĕпреç – Березовка – Кудеиха» çулсене хупĕç. Сăлтавĕ вĕсене юсанипе çыхăннă. Ку çулсем арканса пĕтнĕ. Вĕсене М-12 хăвăртлăхлă магистраль тунă çĕрте усă кураççĕ. «Мускав – Чулхула – Хусан» çул çĕкленĕ чухне чылай республикăри çулсем шăтăк-путăкланса пĕтнĕ. Вĕсене çĕнетессине çак тĕллевпе йĕркеленĕ канашлура сӳтсе яврĕç.
Чăваш Енре 227 ытла çухрăм юсамалла. Вĕсенчен 167 çухрăмĕ республика шайĕнчи çулсем. Вĕсем икĕ ушкăна пайланаççĕ. Пĕрремĕшне 57 çухрăм çурă кĕрет. Вĕсене кăçал юсама палăртаççĕ. Ку çулсене М-12 çулăн проекчĕпе çĕнетеççĕ. Ытти çула йĕркене кĕртме Федерацин çул-йĕр агенстви ятарлă программа хатĕрлет. М-12 республикăри тăватă муниципаллă округ урлă выртать. Хăш-пĕр лаптăкра юсав ĕçĕсем пуçланнă ĕнтĕ. Сăмахран, Краснооктябрьски – Атмал, Канаш хулинчи чукун çул урамĕнчи çула йĕркене кĕртеççĕ. Çул-йĕр ĕçченĕсем шăтăк-путăксене саплаççĕ, асфальт хураççĕ. Кожевенное – Грант, Пăрачкав – Мочкас, Йĕпреç – Березовка – Кудеиха çулсене утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕнетме пуçлаççĕ. Графикпа килĕшӳллĕн икĕ уйăхра юсав ĕçĕсене вĕçлемелле. Кăçал тата Канаш хулинчи Машин тăвакансен, Фрунзе, Кооператив тата ытти урама, Комсомольски-Асанкасси, Сиккаси – Яманкасси çулсене юсĕç.
2 views
354
81
1 year ago 00:02:32 1
Çулсене юсама шантарчĕç
1 year ago 00:01:23 2
Çулсене йĕркене кĕртĕç
5 years ago 00:00:39 1
Такăр çул
7 years ago 00:03:26 1
Чăваш Енре çулсене йĕркене кĕртмелли кăçалхи программа вĕçленнĕ