Çулсене юсама шантарчĕç

М-12 автомагистраль тунă чухне ваннă çулсене çурла уйăхĕн 31-мĕшĕччен йĕркене кĕртĕç. Сăмах КожЕвенное-Гарт, Пăрачкав-Мочкас, Йĕпреç-Березовка-КудЕиха çулсем пирки пырать. Аса илтеретпĕр, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Пăрачкав тăрăхĕнчи Сиява карьертан подрядчиксен хăйăр илсе тухма пăрахмалла пулнă. Анчах та М-12 çула туса пĕтерме татах хăйăр кирлĕ пулнипе вĕсене çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен турттарма ирĕк панă. Хыççăн вара арканнă çулсене çĕнетме пуçлĕç. Кун пирки çулсене юсассипе йĕркеленĕ ятарлă ларура калаçа татăлчĕç.
Back to Top