Чăваш Ен чысне хӳтĕлĕç

Çитес эрнере Чăваш Ен çуралнă кунне паллă тăвать. Республика кунĕ тĕрлĕ мероприятипе пуян, вăл шутра спорт ăмăртăвĕсемпе те. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн урхамахсем старта тухĕç. Республикăри чи хăвăрт янаварсем тупăшăва хатĕрленеççĕ. Вĕсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашрĕ. ВАЛЕРИЙ КРАСНОВ: «Ку лаша ман пата ăнсăртран лекнĕ. Ку лаша малтан Мускава кайнă пулнă. Мускавра наездник килĕшмен. Чăнах та, урисем ырататчĕç ун. Куна ман пата илсе килчĕç. Пăхап та – ку лашапа ĕçлеме пулать». Зов Предков пирки Валерий Краснов сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать. Виçĕ ури те ыратнă урхамаха вăл хĕлĕпе сипленĕ. Икĕ çул тултарсан Валерий Егорович утпа ăмăртусене хутшăннă. Çапах та лашана пĕтĕм вăйпах хăваламан. Виçĕ çултанпа Зов Предков тупăшусенче çĕнтерме пуçланă, Хусанти ипподром рекордне çĕнетнĕ. Унтанпа урхамах чылай ăмăртура пĕрремĕш пулнă. Халĕ чĕлхесĕр янавар ултă çулта. Чăваш Республикинче вăл чи вăйлă та хăвăрт лашасенчен пĕри. ВАЛЕРИЙ КРАСНОВ: «Урама кăларса яратăп. Эпĕ ăна чĕнетĕп те вăл ман пата чупса килет. Мĕнле каламалла, мана юратать вăл. Эпĕ те ăна юрататăп». Чупнă чухне урахамахпа юланутçă пĕр чăмăр пулаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне туяççĕ. Юланутçăн кăмăл-туйăмĕ лашана куçать. Павел Матьянов лаша спортĕнче икĕ çул. Кунта ăна аслă пиччĕшĕ Евгений илсе килнĕ. Ачаранпах утсене юратнă Павел. Çав юрату лаша спортне илсе килнĕ те яша. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илме Павел Горностай урхамахпа хутшăнать. Унăн характерĕ ансат мар, çапах та эпир пĕр-пĕрне ăнланатпăр тет Павел. Зов Предков, Горностай, Арсенал тата ытти те – Чăваш Енĕн чи чаплă урхамахĕсем çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртĕç. Вĕсем пурте республика чысне хӳтĕлĕç.
Back to Top