Сĕнтĕрвăррипе Канаш хулисене çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ

Чăваш Енри хуласене хăтлăх тата тирпей-илем кӳрес тĕлĕшпе нумай тăрăшаççĕ. Çакна тума тĕрлĕ проектсемпе пуçарусем те пулăшаççĕ. Çитес çулсенче Республикăри икĕ хула сăн-сăпачĕ çĕнелĕ. Сĕнтĕрвăррипе Канаш çĕршыв шайĕнче иртнĕ конкурсра çĕнтернĕ. Асăннă конкурса Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе 2018-мĕш çултанпа ирттереççĕ. Унта регионсенчи 200 000 таран çын пурăнакан хуласем хутшăнма пултараççĕ. Çак конкурсра Сĕнтĕрвăрринчи «Патша тăвĕ» проект 72 миллион тенкĕ ытла çĕнсе илме пултарнă. Ку вырăн хулана туризм урлă аталантарма май парĕ. Уçăлса çӳремелли маршрут, мăшăрланакансем валли илемлĕ вырăн тăвĕç. Канаш хули «Икĕ вокзал хушшинчи вырăна хăтлăх кĕртни» проектпа палăрнă. 92 миллион ытла тенкĕне тивĕçнĕ. «Конкурс хуласем валли çĕнĕлехсем уçса парать, вĕсене илĕртӳллĕрех тума укçа-тенкĕпе тивĕçтерет. Сĕнтĕрвăррипе Канаш хулисем çак пуçарăва хутшăнни «Аслă Атăл çулĕ» туризм маршрутне аталантарма пулăшĕ», – тесе палăртать Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çак конкурсра 2018-мĕш çултан пуçласа Чăваш Енри 11 проект çĕнтĕрӳçĕсен шутне кĕрсе тĕрев укçине тивĕçнĕ.
Back to Top