Тĕрĕслеççĕ, хăрушсăр тăваççĕ

Сыхлăха мала кăларса çулсерен республикăра шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем хатĕрлеççĕ. Кăçал çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шыва кĕмелли тапхăр пуçланать. Ун умĕн вара çăлавçăсен хĕрӳ тапхăр – ял-хулана çитсе пĕве-кӳлĕре, юхан шывра тишкерӳ ĕçĕсем ирттермелле. Хальлĕхе республикипе тăрăхсенчен 100 ытла завяка килнĕ, вĕсенчен çурри ытларахăшĕнче водолазсем ĕçленĕ те. Черетлĕ тĕрĕслеве Алина Сумсметова та хутшанчĕ. Водолаз шыв тăрăх унталла та кунталла утать. Çук, инкек пулман, ятарлă тум тăхăннă çăлавçă юхан шыв тĕпне тишкерет. Йывăç туратти, чул, савăт-сапа катăкĕ – урана лекекен пур япалана та шывран кăларса ывăтать. ДАНИЛ БИЛЬТЯЕВ: «Таса мар пĕтĕм çĕртре пур ĕнтĕ вăл. Пĕтĕм çĕртре мусорсем тупăнаççĕ. Ăçта çын нумайрах – унта мусорĕ те нумайрах. Шыв айĕнче темĕн те пур. Чĕррисем те пур, чĕрри марри те. Раксем те пур, мусорсем, кĕленчесем те пур. Пысăк чул таткисем те, тимĕр-тăмăр та тупатпăр. Бутылкăсем пăрахаççĕ çамрăксем. Çавсене кăларатпăр». Шупашкарти Мускав çыран хĕрринчи тĕп пляжа çăлавçăсем тĕплĕн тишкереççĕ. Кунта шыва кĕмелли вырăна палăртаççĕ. ВАСИЛИЙ ИВАНОВ: «Ку пляж 250 метр таран эпир тарăнăшне тĕрĕслетпĕр. Кашни 10 метртан тарăнăшĕ 2 метр таран. Çынсем икĕ метртан инçе ишсе ан кайччăр тесе миçе метрта икĕ метр пулнине паллă туса пыратпăр. Шыва кĕмелли хăрушсăр вырăн пулать ĕнтĕ». Пĕр сехетлĕх ĕç çеç мар кунта. Ачасем валли чăмпалтатмалли вырăн пур-и, анса хăпарма чăнкă мар-и – нумай енлĕ сăнаççĕ çăлавçăсем. Кăлтăксене çийĕнчех калаççĕ, ăçта шыва кĕме юраманнине кашни метртанах тенĕ пек палăртаççĕ. ВАСИЛИЙ ИВАНОВ: «Кунта хăш-пĕр вырăнсенче 5 метртанах свалсем пур. Çавсене ограждени тумалла. Ачасем кĕрсе кайсан хăвăрт анса кайма пултараççĕ». Инкек алăкран ан шаккатăр тесе юлашки çулсенче ытларах та ытларах юханшывпа пĕвене тĕрĕслеççĕ. Пляжсен шучĕ те ӳссе пырать.
Back to Top