Ял тăрăхĕсене паха та экологи тĕлĕшĕнчен таса шывпа тивĕçтерес ыйту яланах çивĕч. Шывпа усă курнăшăн тӳлекен укçа-тенкĕ халăхăн енчĕкне шар ан кăтарттăр тесен шывшăн тӳлекен укçа кăтартăвĕсене те тимлесех тăмалла. Республикăри тĕрлĕ муниципалитетпа хулан шывпа тивĕçтерес ĕç пĕрлĕхлĕ тытăмра ĕçлесе пымаллине палăртрĕç Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура. Çитес вăхăтра ку тытăма çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ. Ял тăрăхĕсенче шыв пашнисем чылайăшĕ юрахсăра тухнă. Ятарлă программăсем пулăшнипе вĕсене юсаса çĕнетес ĕç хĕрӳ пырать-ха. Апла пулин те хăш-пĕр муниципалитетсенче тĕрлĕ кăлтăка пула усăсăр тăракан шыв пашнисем те пур. Тĕслĕхрен, Пăрачкав, Етĕрне, Çĕрпӳ районĕсенче, Киря тата Шăхасан ял тăрăхĕнче шыв пашнисемпе тĕрлĕ сăлтава пула вĕсемпе туллин уса кураймаççĕ. Хăшĕ-пĕрисене нумай пулмасть çеç хута янă пулин те, шывпа тивĕçтерес ыйту татăлман. Тĕслĕхрен, Шăхасан ял тăрăхĕнче 2019-мĕш çулта хута янă шыв пашни çутçанталăка пысăк сиен кӳрет. Кунта таса та паха шывпа тивĕçтерме май çук. Çак çитменлĕхсене тата ытти саманта