Çĕнтерӳçĕсене суйларĕç

Кăçал республикăра пĕрремĕш хут «Вăрмана пушартан сыхла» конкурс пуçарнă. Ăна йĕркелекенĕ – Чăваш Енри çут çанталăк министерстви. Пурĕ конкурсра 216 ĕç пăхса тухнă, çĕнтерӳçĕсене палăртнă. Упа, кăвайт урлă сикекен шăпăрлансем, шăна кăмпи. Конкурса тăратнă ĕçсенче тем те курма пулать. Республикăра кăçал пĕрремĕш хут «Вăрмана пушартан сыхла» конкурс иртрĕ. Тӳресем ĕçсене виçĕ номинацире пăхса тухнă: чи лайăх ӳкерчĕк, сăн ӳкерчĕк тата сăвă. Пурĕ 216 ĕç йышăннă. Халĕ вун иккĕшĕ лайăххисен шутĕнче. Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕн тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов мала тухнисене çĕнтерӳ хучĕпе тата парнесемпе чысларĕ. Ача çитĕнĕвĕ – чи малтанах ашшĕ-амăшĕн савăнăçĕ. 5 çулхи Саша Николаев ашшĕн профессийĕпе кăсăкланать, çавăнпа çак конкурсра хутшăнас тенĕ. ТАТЬЯНА НИКОЛАЕВА: «Саша хутшăннă номинаци, чи лайăх сăн ӳкерчĕк номинаци. Унăн ашшĕ – Николаев Николай, МЧС сотрудникĕ. Тăтăшах вăл тĕрлĕ тăрăхсене командировкăсене вăрман пушарĕ сӳнтерме çӳрет. Тĕслĕхрен, Мордва, Чулхула тăрăхне. Çавăнпа та Саша мĕн пĕчĕкрен çак профессине пĕлет». Конкурса Чăваш Енре çеç мар, çавăн пекех Мускав хулинче, Тверь облаçĕнче, Луганск Халăх Республикинче пурăнакан ачасем те хутшăннă. Çĕнтерӳçĕсен ĕçĕсемпе Чăваш наци библиотекинче паллашма пулать. Вĕсене малашне çут çанталăка упрама вĕрентекен ĕçре усă курĕç.
Back to Top