Патшалăх нумай ачаллă çемьесене тĕрлĕ енлĕ тĕрев кӳрет. Çак шутра 3 е ытларах ача çитĕнерекенсене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси те. Палăртнă пулăшу Чăваш Енри мăшăрсем патне те çитет. Анчах, чылай чухне унпа тĕллевлĕн усă курма майĕ çук. Инфраструктура пулманни, уйăрса панă çĕр вăрман ăшĕнче вырнаçни тата ытти чăрмав та тухать лаптăк хуçисен умне. Çакнашкал лару-тăрура нумай ачаллă çемьесен прависене прокуратура ĕçченĕсем хӳтĕлеççĕ. Вĕсен тăрăшулăхĕ Патăрьел тăрăхне ырă улшăнусемпе савăнтарма шанăç парнеленĕ.
Шăнкăртам салинче пурăнакан Рустемпа Эльмира Ялалетдиновсем 4 ача çитĕнтереççĕ. Патшалăхран вĕсем çĕр лаптăкне тивĕçнĕ. Малтанласа унта çеçен хир çеç пулнă. Çапах, тăрăшуллă мăшăр вырăна кăпăшкалатса, хатĕрлесе, йĕркене кĕртнĕ. Унта вĕсем çĕр улми çитĕнтереççĕ. Малашлăхра вара йăрансен çывăхĕнче пысăк та хăтлă çурт çĕклеме шухăшлать мăшăр. Çемьене ĕмĕчĕ патне çывхарма Патăрьел районĕн прокуратура ĕçченĕсем пулăшнă. Тĕрĕслевсем ирттернĕ хыççăн вĕсем муницпаллă округри суда иск ыйтăвне янă. Унпа вĕсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене «Кăнтăр» микрорайона кирлĕ инфраструктурăпа тивĕçтерме хистенĕ. Суд йышăнăвĕ прокуратура майлă пулнă. 2022-мĕш çулта кунта электроэнергипе тивĕçтерекен лини тунă, кăçал вара 18 çухрăма тăсăлакан газ пăрăхĕсене кĕртеççĕ. Малашлăхра микрорайонта шкул, ача сачĕ çĕклеме те палăртаççĕ. Çапла майпа, Шăнкрăтам салинчи нумай ачаллă 34 çемьен çĕр ыйтăвĕ татăлмалла. Патăрьел салинче пурăнакан нумай ача амăшĕ Ольга Осипова та 2 çул каялла çĕр лаптăкне тивĕçнĕ. Анчах, инфраструктура çукки, пысăк чăрмав кăларса тăратать.
ОЛЬГА ОСИПОВА: «Ытти çынсене те панă кунта. Пирĕн хамăр патăмăртах 3-4 пайсем кунта. Пире хамăра 15 сотăй панă, 15 сотăй хушшинче те пĕтĕм çĕртре вăрман. Килсе çӳретпĕр та-ха ĕнтĕ кунта, вăрман ăшне килсе çӳрени, пăхса каятпăр та, каялла каятпăр. Хамăра валли пахча-çимĕçсем кирлĕ тетпĕр ĕнтĕ. Кун пек вăрман ăшĕнче нимĕнте тăваймастпăр эпир». Çак микрорайонта 121 çĕр лаптăкне нумай ачаллă çемьсене пама уйăрнă. Унта инфраструктура кĕртес тĕлĕшĕпе те Патăрьел районĕн прокуратури суда иск ыйтăвне янă. Хальхи вăхăтра ку енĕпе ĕçе тимлеççĕ.
ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Нумай ачаллă Осиповсен çемйине çак вырăнта çĕр лаптăкĕ панă, анчах та, тĕрлĕ йывăç-тĕм ӳснине кура унпа хальлĕхе тĕллевлĕн усă курма майĕ çук. Çемье инфраструктура кĕртсе парасса тата çак лаптăка тирпейлеме пулăшасса питĕ кĕтет». Патăрьел муниципаллă округĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, проектпа смета документацине йывăç-тĕмсене тасатассине те кĕртĕç. Эппин, суд йышăнăвĕ хыççăн çемьесене уйăрса панă лаптăкĕсем пахча-çимĕç лартма е çурт çĕклеме хăтлă вырăнсем пулса тăрĕç.
1 view
305
66
5 years ago 00:01:14 1
Нумай ачаллисене - çĕр лаптăкĕ
2 years ago 00:03:10 1
Çĕр лаптăкĕ пур, инфраструктура çук. Мĕн тумалла?
7 years ago 00:01:16 1
Картишĕнчи çĕр лаптăкĕ - муниципалитет пурлăхĕ
7 years ago 00:01:13 1
Симĕс йăрăм йĕркелеме йышăннă
7 years ago 00:01:11 1
Кадастр кампанине улшăнусем кĕртнĕ
7 years ago 00:01:36 1
Шыва кĕмелли тапхăр çывхарать
2 years ago 00:03:35 7
Акатуй кĕрлерĕ
7 years ago 00:02:08 1
Налук тÿле те лăпкă çывăр
7 years ago 00:02:00 1
Елчĕк районĕнчи Патреккелти сатикре вылямалли лаптăка çĕнетнĕ
2 years ago 00:01:20 1
Сасăлав вĕçленчĕ
2 years ago 00:01:24 1
Çĕнĕ цех уçăлчĕ
8 years ago 00:01:57 1
Йывăр чирлĕ ачасем валли Шупашкарта ятарлă вылямалли лаптăк йĕркеленĕ
7 years ago 00:01:31 1
Министрсен кабинечĕн ларăвĕнче пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç