Чăваш Енре 450 ытла мероприяти пулмалла. Унта 33 000 çын хутшăнĕ. Раççей кунне халалласа республикăра мĕнле ĕçсем ирттернине те пăхса тухрĕç Правительство çуртĕнче.
Чăваш патшалăх пукане театрĕнче çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче спектакль умĕн открытка тума вĕренмелли ăсталăх лаççи уçăлĕ. Вырăс драма театрĕ социаллă тетелте çĕршыв çинчен сăвăсене вуланине пĕр ролике пухса лартать. Çĕнĕ Шупашкарти экспериментлă театр «Эпĕ Раççее юрататăп» вăйă-викторина хатĕрленĕ. Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институчĕ «Раççей манăн чĕрере» концерт программипе çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче куракана савăнтарать. Чăваш Республикин ача-пăча вулавăшĕнче çамрăксем «Раççей паттăрсемпе пуян» каçра ятарлă çар операцине хутшăнаканпа тĕл пулаççĕ. Паллах, пур тăрăхра та Раççей кунне халалласа уяв иртĕ. «Раççей чӳречи» акци нумайăшне тыткăнламалла. Çĕнĕ Шупашкарта Çĕнтерӳ лапамĕнче «Эпĕ, эсĕ, вăл – пурте пĕрле пĕр çĕршыв» флешмоб, «Раççей – мăнаçлă çĕршыв» концерт пулать. Шупашкар эрне тăршшĕпех çак куна халалласа тĕрлĕ ĕç-пуç хатĕрленĕ. Çĕртмен 12-мĕшĕнче вара Хĕрлĕ тӳремре уяв концерчĕ пулать.
1 view
445
91
4 months ago 00:05:10 1
Переменные звезды : ЦЕФЕИДЫ и Пульсирующие звезды
5 months ago 00:04:13 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ. “Не отрекусь от жизни все равно“. Сл З. Сурбан, муз И. Саригель
10 months ago 00:03:52 4
趙潼萱 Kat Zhao《藏藥》【藏藥令 The Divine Healer OST 網劇插曲】Official Lyric Video
10 months ago 00:03:52 1
林小宅 Hana Lin《藏藥》【藏藥令 The Divine Healer OST 網劇主題曲】Official Lyric Video
10 months ago 00:01:33 1
Нумай ачаллă çемьесене — тĕрев
11 months ago 00:03:45 18
Nightcore → Faded x Darkside x Lily x Lost Control AND MORE! (Alan Walker Mashup) // Switching Vocal