Пуян та хитре эрешсем

«Тĕрленĕ Раççей» фестивале Раççей Федерацийĕн культура министерствипе Чăваш Республикин Правительстви пулăшнипе йĕркелеççĕ. Фестивале Раççей ялавĕн кунне халаллаççĕ. Фестиваль миçе куна пырать тата унта камсем хутшăнаççĕ? Уяв çитиччен шутлă кунсем юлчĕç. Ĕçсем килме пуçланă, мĕн тумалли юлнă-ха тата? Çак тата нумай ыйтăва Чăваш Республикин культура министрĕпе Светлана Каликовăпа уçăмлатрăмăр.
Back to Top