Шахматçăсем тупăшаççĕ

Чăваш Ен тĕп хулинче шахмат выляссипе пĕрремĕш хут Раççей кубокĕн тапхăрĕ иртет. 5-мĕш кун ĕнтĕ яш-кĕрĕм шахматла выляса мала тухассишĕн, «Шоколад кубокне» çĕнсе илессишĕн тупăшать. Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕнче ҫакăн евĕр мероприятисене ирттерни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Турнир ăмăртăвне пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çитрĕ. Мĕн ачаран шахмат вăййисемпе кăсăкланакансем, ӳссе ҫитсен те çак вăййа камăллаççĕ. Вĕсем пурнăҫăн тĕрĕс ҫул-йĕрĕпе пыраҫҫĕ. ЗОЯ ИГНАТЬЕВА: «Ку соревновани пирĕн хулара пулса иртни мана питĕ савăнтарать. 42 регионтан 500 ытла ача килнĕ çак турнира. Манăн ача та çакăнта хутшăнать. Хăй вăхăтĕнче эпир те Костромана кайса курначчĕ. Костромара тоже çакнашкал пысăк турнир пулнăччĕ. Ачасем пурте хăйсене çирĕп тытаççĕ. Пĕр макăракан ачана та курмарăм». Хĕрлĕ тӳремре турнир вăхăтĕнче интерактивлă шахмат вăййине выляма пулать. Елена Краснова ăмӑртăва Тимофей ывăлĕпе Патăрьел тăрăхĕнчен килнĕ. Ăна ку турнира кукашшĕ хатĕрленĕ. Ялти клубра шахмат кружокне эрнере пĕр хут çӳресси те çамрăк спортсменшăн тĕп вырăнта. ЕЛЕНА КРАСНОВА: «Ачасене пĕр харăс çакăн пек вăйă туса пани питĕ хаваслă. Мĕн чул ача çак вăййа паян кĕтет. Кун пек чаплă вăйăçсемпе эпир выляса куратпăр-ши тесе ĕмĕтленеççĕ. Вĕсемпе выляса малалла ӳсĕмсем тăвасса шанаççĕ, вĕсем пек пулас тесе ĕмĕтленеççĕ». Шахмат ăмăртăвĕсене ирттерес ĕçре влаçра тăрăшакансем пысăк тӳпе хывни палăрать.
Back to Top