Раҫҫей Федерацийӗн следстви органӗсен ӗҫченӗн кунӗ

Саккунсене пăсакансем, ăна хирĕç каякансем кашни ĕмĕртех тупăнаççĕ. Çĕршывра йĕрке тытса пырас ĕçре следстви органĕсен ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Вĕсен паян професси уявĕ. Раҫҫей Федерацийӗн следстви органӗсен ӗҫченӗн кунне паллă тума утă уйăхĕн 25-мĕшне ахальтен йышăнман. Следстви службин тытăмĕ 310 çул каялла шăпах паянхи кун пĕрремĕш Петĕр патша «Следстви канцеляри тӑвасси ҫинчен» хушу алă пуснипе çыхăннă. Саккуна пăсакансене явап тыттарма пуçланă. Хальхи следовательсене илес пулсан, вĕсен Уголовлă кодексăн пур енĕсене те пĕлмелле, мĕншĕн тесен пĕр харăс темиçе ĕç ертсе пымалла. Ăна валли, паллах та, тăрăшулăхпа ăс-тăн кирлĕ. Лайăх психолог пулни вара çынсемпе хутшăнăва кĕме çăмăллатать. Сăнанă тăрăх, следстви ирттерекенсем нумайӑшӗ хӑйсен профессине ӗмӗрлӗхех суйласа илеҫҫӗ. Вăл вĕсемшĕн чун туртни пулса тăрать.
Back to Top