Пулăшу пур, çакна салтаксем те туяççĕ

Машина хыççăн машина çула тухать. Чăваш Енрен мобилизациленнисем хатĕрленекен центрсене республикăран час-час пулăшу каять. Черетлĕ çулçӳревре пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулчĕ. Ентеш-салтаксен кăмăл-туйăмĕ, вĕсен хатĕрленĕвĕ пирки тĕплĕнрех Алина Сусметова каласа парать. Ятарлă çар операцине хутшăниччен мобилизациленнисене хатĕрлев центрĕсенче вĕрентеççĕ. Çапăçу вăрттăнлăхĕпе паллашнă чухнех салтаксене кирлĕ хатĕрпе, тум-тирпе тивĕçтермелле – çапла палăртать Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çак тĕллевпех Чăваш Енри резерв фондĕнчен 100 миллион тенке яхăн укçа уйăрнă. Хатĕрленӳ тапхăрĕнче кирлĕ япаласене илме пуçланă. Çакăншăн Чăваш Респу
Back to Top