Шыв мар – юхать, тимĕр мар – шăранать? Кĕвĕ! Унсăр пурнăç та кичем. Кĕвĕре пурăнма парнелекен асамлă вăй упранать тейĕн. Мĕн авалтан чăваш халăхĕ çут çанталăк парнелекен сасăсене тимлĕх уйăрнă. Паянхи кун тĕрлĕ кĕвĕ хатĕрĕсем музейра упранаççĕ пулин те вĕсене иккĕмĕш пурнăç парнелекен ăстасем пур-ха Чăваш Енре. Йĕпреç районĕнчи Туçа ялĕнчи вулавăшра кĕвĕ хатĕрĕсен куравĕ уçăлчĕ. Виктор Семенов юрăхсăра тухнă кĕвĕ хатĕрĕсене çĕнĕ пурнăç парнелет. Çутçанталăк парнеленĕ пуянлăхпа усă курса хăйнеевĕрлĕ кĕвĕ хатĕрĕсене ăсталать. Ăстапа эпир те çывăхрах паллашрăмăр. Чăваш çынни кĕвĕ хатĕрĕсене авалах ăсталанă, çут çантăлăк сассине, кайăк-кĕшĕк юррине кĕвве куçарса калăпланă. Параппан, купăс, шакăртма, тăмра, шăхлич тата ытти кĕвĕ хатĕрĕсене Виктор Семенов чунпа ăсталанă, е юсаса çĕнетнĕ. Ĕлĕк ăстасем вĕрсе каламалли кĕвĕ хатĕрĕсĕне йывăç хуппинчен, шурлăх кĕпçинчен, хăмăшран, пултăранран ăсталанă. Шăхлич – ансат кĕвĕ хатĕрĕ шутланать. Ытларах чухне Виктор Петрович та шăхличсене хăмăшран, пултăран курăкĕнчен ăстала