Социаллă ĕçчен кунне паллă турĕç

Çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерес тытăмра Чăваш Енре 6 000 ытла çын кунсерен вăй хурать. Вĕсене професси уявĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. «Эсир пулăшу кĕтекен çынсен чун-чĕрине ăшă сăмахпа ăшăтатăр тата вĕсемшĕн ырми-канми тăрăшатăр. Ырă кăмăллăх, хĕрхенӳлĕх, ăшă чунлăх – сирĕн ĕçĕре çак пахалăхсемсĕр пурнăçлама патшалăх политикин тĕп тĕллевĕ пулса тăрать», – терĕ вăл. Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерствин хисеп хутне тивĕçрĕ Любовь Самсонова. Вун-вун çул каялла, çамрăкскер, Кӳкеçри интернат çуртĕнче ĕçлеме пуçланă. Ачасемпе вăл хуйха-суйха, савăнăçа ç
Back to Top