Чăваш Енре 5 пине яхăн çамрăк шкул пĕтерет

«Сывă пул, юратнă шкул!» Çак сăмахсем паян республикăри чылай пĕлӳ çуртĕнче янăрарĕç. Кăçал Чăваш Енре 5 000 яхăн çамрăк 11-мĕш класс пĕтерсе шкул саккипе сыв пуллашать. Савăнăçлă та, çав вăхăтрах куççуль кăларакан уяв Шупашкарти 3-мĕш лицейре те анлă иртрĕ. Совет тапхăрĕнчи шкул тумĕ, шурă саппунсем, хĕрлĕ хăюсем. Ĕнерхи лицейистсем пурнăç анлă çулĕ çине тухаççĕ. Вĕсен пичĕ-куçĕнче йăл кулă палăрать пулсан, чунĕсенче вара пăлхану та, куляну туйăмĕсем те пур. ИВАН ОСИПОВ: «Эпĕ паян питĕ савăнатăп, шкул пĕтеретĕп, 11 çул вĕренетпĕр, халь каятпăр. Шкул вăхăчĕ питĕ лайăх иртсе кайрĕ, мана питĕ килĕшрĕ кунта». Шупашкарти 3-мĕш лицейпе кăçал 118 çамрăк сыв пуллашать. Вĕсем 5 класра пĕр-пĕринпе ăмăртса вĕреннĕ. Маттур та пултаруллă пикесемпе каччăсем республика чысне те ăмăрту-конкурсра пĕрре мар хӳтеленĕ. АЛЕКСАНДРА ЛАСТОЧКИНА: «Çак ачасемпе пирĕн пĕрре те сыв пуллашас килмест. Вĕсем питĕ лайăх ачасем, яланах вĕсем тăрăшса вĕреннĕ, пур енлĕн аталанса вĕсем олимпиадăсенче çĕнтерсе пынă. Çак ачасемпе ĕçлесе тепĕр чухне хамăра ачасем пек туятпăр, çамрăклансах пынă пек туйăнать». Лицейре çулран-çул куçса пыракан йăла-йĕрке те пур. Пĕлӳ кунĕнче 11-мĕш класа ура ярса пусакансем класс ялавне йăтса шăнкăрав янраттарнă. Халĕ вара çак паллăсене вĕсем 10-мĕшсене параççĕ. ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Акт залĕнче юлашки шăнкăрав уявĕ мĕнлерех иртнине классенче те курма пулать. Кунта ятарлă трансляци йĕркеленĕ. Çавăнпа та шкул пĕтерекенсен ашшĕ-амăшĕсем çеç мар, тăванĕсем те çак уявран айккинче тăрса юлмаççĕ». Шкул пĕтерекенсене регион ертӳçи Олег Николаев та саламларĕ. «Чăваш çĕрĕ çамрăксене яланах вăй-хăват парса тăнă, малашнехи аталану çулĕ çинче те эпир сире тĕрев парса тăма хатĕр», – терĕ вăл. Юлашки шăнкăрава янраттарма 11-мĕш класс пĕтерекен хастарсене, конкурс-ăмăртусемпе олимпиада çĕнтерӳçисене Елизавета Кожемяковăпа Александр Александрова шаннă. Юлашки шăнкăрав шкул пĕтерекенсене çĕнĕ пурнăç тапхăрĕ пуçланнине пĕлтерчĕ. Ыран çамрăксем пĕрремĕш экзамен тытĕç. Вĕсем географи, литература тата хими предмечĕсемпе хайсен пĕлĕвĕсене кăтартĕç.
Back to Top