Пĕрремĕш хут тĕл пулчĕ

Çул укçи тăватă тенкĕ ӳсмелле. Ку сас-хура Чăваш Ен тĕп хулинче тахçанах çӳрет-мĕн. «Хаксене эпир хăпартма палăртнă, çапах та ун чухлех мар», – терĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин. Кун пирки вăл массăллă информаци хатĕрĕсен тытăмĕнче ĕçлекенсемпе ирттернĕ тĕл пулура каларĕ. Халăха турттаракансен мĕнле тăкаксем тӳснине администрацине пĕлтермелле. Анчах ĕçе пурнăçлама чылайăшĕ васкамасть. Шупашкарти троллейбус управленийĕпе темиçе турттаракан кăна çак хыпара çитернĕ. Çакна шута илсе çывăх вăхăтра хаксене ӳстермеççĕ. Журналистсене кăсăклантаракан ыйту чылай пулчĕ. Сăмахран, тĕп хуларан Çĕнĕ Шупашкар еннелле каякан çул çинче вырнаçнă «Кĕрĕк» çывăхĕнчи çуран çӳрекенсен каçмăшĕн шăпи мĕнлерех, тен ăна сӳтмелле ыйтрĕ Денис Спиринран пирĕн ĕçтеш Татьяна Трофимова. «Çул каçмăшне эпĕ çĕклемен. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, вăл хатĕр. Халĕ кирлĕ хутсене хатĕрлетпĕр», – хуравларĕ хула администрацийĕн пуçлăхĕ. «Каççа туса пĕтернĕ, проектпа смета хучĕсем хатĕр. Тĕрĕслев тухнă хыççăн хутсене Чăваш Республикин строит
Back to Top