Шур халатлă ĕçченсем çитеççĕ-и? Сыватмăшра халăха йĕркеллĕ йышăнаççĕ-и? Çак тата ытти ыйтăва уçăмлатма ку уйăхра Раççейĕн либераллă демократи партийĕн пайташĕсем çĕршывĕпех çула тухаççĕ. Чăваш Енре те çу уйăхĕн вĕçĕччен парти пайташĕсене сыватмăшсенче курма пулать. Черетлĕ çул çӳревпе Алина Сусметова паллаштарать.
Шурча ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ 2021-мĕш çулта раштав уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Екатерина Студенцова фельдшер çак ялти çынсемсĕр пуçне Кӳстерекре парăнакансен сывлăхне те пăхса тăрать. Ку тăрăхра çак вăхăтра ача амăшĕ пулма хатĕрленекен 3 хĕрарăм, 18 çул тултарман 77 ача учётра тăрать. Паллах, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Константин Степанов пулăшу ыйтма килекенрен фельдшерпа акушер пункчĕ мĕнле ĕçленине те ыйтса пĕлчĕ. Уколсем кунта тăваççĕ-и? Килте выртакан пулсан пулăшу ыйтсан ун патне шур халатлисем çитеççĕ-и? Алăк çинче çăра çакăнса тăмасть-и? ЛДПР политика партийĕн пайташĕн Константин Олеговичăн ыйту нумай.
НАТАЛИЯ РЫЖКОВА: «Маншăн питĕ лайăх япала тесе шутлатăп. Ман ачисем те нумай та, 5 ача манăн, мăнуксем те пур. Пире кирлĕ чухне хуравлать. Эпир хамăр та калаçатпăр. Хăш вăхăтра килмеллине, мĕскер тумаллине тăна кĕртет пите лайăх».
Сипленме килекенсен хуравĕ сыватмăш ĕç графикĕпе йĕркеллĕ ĕçленине кăтартса пачĕ те. Шупашкар тăрăхĕнче Ойкассинче пурăнакансем те хăйсен фельдшерĕн ĕçĕпе кăмăллă. Зоя Григорьева вĕсемшĕн пирĕшти евĕрех теççĕ ял çыннисем.
АЛЕКСАНДР ПАВЛОВ: «Пирĕн фельдшер хăйĕн ĕçне пите çӳллĕ çĕклесе пырать. Ĕçĕсене тунă вăхăтра ӳркенсе, айккине пăрăнса тăмасть. Çынсене камăллă кĕтсе илет. Кирек епле вăхăтра чĕнсен те, килте ĕç пур тесе чарăнса тăмасть, чупать».
ЗОЯ ФЕДОРОВА: «Кунта халăх татăлмасть, питĕ лайăх. Чăнах та, нихăçан та: «Эпĕ пĕлместĕп, Кӳкеçе кайăр», – тесе каламан. Нихçан та ăна кăмăлсăр курмастпăр. Яланах камăллă вăл. Кирек мĕнле вăхăтра та киле пыма хатĕр, çĕрле пулсан та шăнкăралăр тет».
Çĕньял-Ойкассинчи фельшерпа акушер пункчĕ 1985-мĕш çулта тунăскерех. Пĕчĕк, хĕлле сивĕ унта. Унран инçех мар çĕнĕ модульлĕ çурт çĕклеççĕ. Кăçал çĕртме уйăхĕнче кунта строительство ĕçĕсем вĕçленеççĕ те хăтлăх кĕртме пуçлаççĕ. Алăксене уçма май паракан кирлĕ хутсене хатĕрлеме пуçлĕç.
СВЕТЛАНА АРИСТАРХОВА: «Çывăрма выртсан та тĕлĕкре те курăнать, тен, çĕнĕ ФАПа кĕнине. Питĕ кĕтетпĕр. Кивĕ ку зданийĕ. Ахаль лайăх кунта, уютно, анчах çĕнĕ ФАПра лайăхрах».
Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Рынкă Салинче пурăнакансем те çĕнĕ çурт хута каясса тем пек кĕтеççĕ. Паян шур халатлисем 1958-мĕш çулта çĕкленĕ ФАП-ра халăха йышăнаççĕ. Вăл пĕрремĕш хут алăкĕсене уçнăранпа чӳк уйăхĕнче шăп 65 çул пулать. Ирина Федорова фельдшер патне Рынкă Салинчен тата Çĕнĕ Саларан 741 çын сипленме çӳрет. Çĕнĕ çуртра çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче ĕçсем вĕçленмелле. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЛДПР политика партийĕн пайташĕ Константин Степанов фельдшерпа акушер пункчĕсен ĕç-хĕлĕпе кăмăллă юлнине палăртрĕ. Хыснана çитес вăхăтра улшăнусем кĕртнĕ чухне пĕрремĕш пулăшу паракансен тĕлĕшпе ытларах нухрат уйăрмалли ыйтăва çĕклессине каларĕ вăл. Çавăн пекех депутат шур халат тăхăнма хатĕрленекенсене пĕлӳ илнĕ вахăтрах вăл е ку сыватмăш çине çирĕплетмелли, аслă пĕлӳ хыççăн çамрăк специалистăн унта сахалтан та 3 çул ĕçлемелли йĕркене каялла тавăрас ыйтупа та ĕçлессине палăртрĕ.