«Эпĕ Раççейре хама Франциринчен те ирĕклĕрех туятăп», – çапла калать 2019-мĕш çулта чикĕ леш енчен куçа килнĕ Николя Жерар Дворецки. Паян ют çĕршыв çынни Елена мăшăрĕпе Улатăр тăрăхĕнче пурăнать. Француз мĕншĕн 3 000 çухрăма парăнтарса Чăваш Ене пурăнма куçнă? Çак ыйтăва уçăмлатма манăн ĕçтешсем çула тухрĕç.
– Салтакра чухне Раççей пирки фильм пăхнăччĕ. Пире ун чухне Раççей, СССР пирки каласа пачĕç. Çакă асра юлнăччĕ – унта çимелли çук. Пĕрремĕш хут килсен вара питĕ тĕлĕнтĕм. Кунта мĕнле лайăх çынсем пурăнаççĕ. Енчен те кама та пулин пулăшу кирлĕ пулсан çемье, кӳршĕсем тӳрех пулăшаççĕ. Францире вара тепĕр