Çулсерен çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче славян халăхне çутта кăларнă сăваплă Кирилл тата Мефодий апостолсене асăнаççĕ. Чăваш Енре те, пĕтĕм Раççейри пекех, ăна анлăн уявлаççĕ. Кăçал Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре 1012 çынран тăракан пĕрлештернĕ хор республикăра пурăнакансене тĕрлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ.
Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин патшалăх гимнĕсем, «Широка страна моя родная», «Шăпчăк», Кирилл тата Мефодие халалланă гимн. Атăл тăрăх янăрарĕç пурте пĕлекен юрăсем, кĕвĕсем.
– Паллах, эпир паянхи кун питĕ савăнатпăр. Кирилпа Мефодие аса илтеретпĕр. Тата вĕсене чунтан тав тăватпăр паянхи кун калаçма пултарнăшăн, юрлама пултарнăшăн. Хамăр шухăшсене çырса хăварса пулас ыйтусене валли çитерме пултарнăшăн. Чăваш патшалăх драма театрĕн умне пухăннă пĕрлехи хора Раççей, Чăваш Ен халăх артисчĕ, Морис Яклашкин тĕп дирижер ертсе пычĕ. 2023-мĕш çулта славян азбукине йĕркеленĕренпе 1060 çул çитрĕ. Тĕнчери 60 халăх çырулăхĕ кириллица çинче никĕсленнĕ. 16 çĕршывра славян алфавичĕпе усă кураççĕ. Уява пухăннă сумлă хăнасем чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитни çинчен те аса илчĕç. Вăл тăрăшнипе халĕ чăваш хайлавĕсемпе пĕтĕм тĕнчере паллашма пултараççĕ.
1 view
512
161
2 years ago 00:02:24 1
«Çутлăх ĕçĕн сӳнми çути» курав уçăлчĕ
2 years ago 00:01:52 1
Славян çырулăхĕн кунĕ
2 years ago 00:01:43 1
«Ă-150» пĕтĕм чăваш акцийĕ иртет
3 years ago 00:01:41 4
Чăвашлăх ыйтăвне çĕклерĕç
4 years ago 00:01:42 1
Чăваш çырулăхне халалланă уяв иртмелле
5 years ago 00:03:02 1
«Ăслăлăха халалланă пурнăç»
5 years ago 00:01:54 8
Иван Яковлева асăнмалли кун
7 years ago 00:02:31 15
Славянсен çыруллăхĕн кунĕ
8 years ago 00:01:53 1
Славян çыруллăхĕн кунĕ
10 years ago 00:01:10 84
Славян çырулăхĕпе çыхăннă кун Вика Цыганова концерчĕ иртрĕ