Ăсталăха туптарĕç

Канаш муниципаллă округĕнчи администраци çуртĕнче акт залĕ çунать. Вăл пĕрремĕш хутра вырнаçнă. Инкек тухнă пирки Канаш хулинчи пушар хуралне пĕлтернĕ. Телее, ку вĕренӳ анчах. «Çапах та шăпах вĕренӳре ăсталăх туптанать», – палăртаççĕ синкерлĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсем. Канаш хулинчи вут-çулăмпа кĕрешекенсем администраци çурчĕ патне темиçе минутрах çитрĕç. Инкек тухсан ку питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кунта кашни минучĕ хаклă. 70 çын администраци çуртĕнчен хăйсемех тухнă. Тăваттăшне пулăшу кирлĕ пулнă. Вĕренӳре 15 техника тата 60 çын хутшăннă. Кашни хăйĕн тивĕçне яваплă ĕçе кĕртнипе пушара хăвăрт сӳнтернĕ. «Вут-çулăмпа кĕрешекенсем вĕсен умĕнче лартнă тĕллевсене пурнăçларĕç», – пĕлтерчĕ Раççейри синкерлĕ лару-тăру министерствин Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертӳçи Валерий Зеленин.
Back to Top