Пуриншĕн те уяв пулман

Çĕнĕ çулти канмалли кунсем иртсе кайрĕç. Пуриншĕн те вăл уяв кĕрекинче иртнĕ-и? Регион ĕçне тимлекен центра 500-е яхăн çăхав çитнĕ. Сивĕ пӳрт, çутăсăр урам, тасатман çул тата ытти ыйту – йăлтах çак йывăрлăхсем канмалли тапхăра лекнĕ. Çавăнпа та çăлăнăç шыраса республикăра пурăнакансем тĕрлĕ ведомствăран пулăшу ыйтнă. АНЖЕЛИКА ИВАНОВА: «Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен республикăра пурăнакансене социаллă сетьсенчен 469 хыпар илнĕ. Вĕсенчен 204-шĕ социаллă сетьрен, тепĕр 265-шĕ – патшалăх çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерекен центртан. QR-код илессипе, вакцина тутарассипе çыхăннă ыйтусем пĕрремĕш вырăнта. 123 çынна çак ыйту канă&#
Back to Top