Çут çанталăка упрамалла

Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче Чăваш Енре тĕрлĕ ĕç-пуç иртет. Çут çанталăк министерстви тăрăшнипе республикăра «Симĕс Чăваш Ен» ача-пăча экологи фестивальне йĕркеленĕ. Çитĕнекен ăру валли унта ăсталăх лаççисем ĕçлерĕç. Ку чипер пуканене пăхсассăн куç илме те май çук. Илемлĕ, илĕртӳллĕ. Алла тытсан ярас та килмес. Теттене каяшран тунине ĕненес те килмест. Вĕр çĕнĕ курăнать вăл. Экологи фестивалĕнче ачасем тĕрлĕ япалапа паллашрĕç. Тытса курчĕç кăна мар? хăйсем те хутшăнчĕç. Кĕçĕннисем каяша уйăрчĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç, ӳсен-тăранпа паллашрĕç. Шкул ачисем пластик виткĕчĕсене тирпейлерĕç, механизациленĕ алăпа çӳп-çап уйăрчĕç, ăна завода çитерчĕç. Пухăннисене «Алиса пластик çĕршывĕнче» юмах кăтартрĕç. Спектакльте экологи ыйтăвĕсĕне çĕкленĕ. Çут çанталака упрасси тĕп вырăнта кунта. Фестиваль шайĕнче «Чи лайăх эколог-2023» республика конкурсне те пĕтĕмлетрĕç. Вĕсен йышĕнче Ольга Кузьмина та. ОЛЬГА КУЗЬМИНА: «Çакăн пек конкурсенче хутшăнма мана питĕ хавас. Пĕрремĕш вырăн йышăнасса кĕтмен те. Халĕ ĕнтĕ хама питĕ пултаруллă, çут çанталăка хӳтĕлекен тесе шутлама пултаратăп». Руда çине çумăр çусан пылчăк пухăнать. Шăпах вĕсене рекультивацилеме Ольга проект шутласа кăларнă. Ун сăмахĕпе ку мел çĕршывра та, тĕнчере те çук. Çут çанталăка юратма ачаранпах вĕрентмелле. Ку ĕç кашнинчен пуçланать.
Back to Top