Çитес шăматкун, çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Шупашкара Раççей телекуравĕн 1-мĕш каналĕн ертӳçисем килсе çитмелле. Ачасене хӳтĕлемелли кун Чăваш Енре ыр кăмăллăх акцийĕ йĕркелеççĕ. Ăна хатĕрленсе ирттерес ыйтусене паян Правительство çуртĕнче сӳтсе яврĕç. «Пĕрремĕш пул!» акци Шупашкарти тĕрлĕ лапамра иртет.