Çĕрпÿре хăмла пуçтараççĕ

Раççейре çитес çулсенче хăмла туса илессине ÿстересшĕн. Ăна чи нумай çитĕнтерекен регион - Чăваш Ен. Ку ĕçе тумашкăн майсем пур. Кун пирки Раççей ял хуçалăх министрĕн çумĕ Джамбулат Хатуов пирĕн республикăра ĕçлĕ çул-çÿревпе пулнă май пĕалăртнăччĕ. Чăваш енри наукăпа тĕпчев институтĕнче халĕ хĕрÿ ĕç пырать. Кунта симĕс ылтăна пуçтарма пуçланă ĕнтĕ.
Back to Top