Черетлĕ пулăшу çула тухрĕ

Луганск тата Донецк халăх республикисенче пурăнакансене тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Общество организацийĕсем, предприятисем, ырă тăвакансем ку таранччен 258 тонна пулăшу янă. Хальхинче инкеке лекнисене пулăшма Чăваш Енри предприятисем 20 тонна продукци хатĕрленĕ. Пысăк тиевлĕ машин çывăх вăхăтра вырăна çитĕ. Ырă ĕç тăвакансем хут курупккасене тирпейлĕн, кирлĕ пек шайлаштарса тиеççĕ. Унсăрăн вĕсем вырнаçмĕç, уçăлса тăкăнас хăрушлăх та пур. Пысăк тиевлĕ машинăна çăнăх-кĕрпе, ĕçмелли шыв тата ытти часах пăсăлман апат-çимĕç тултарчĕç. Пулăшу аллине республикăра пурăнакан кашни çынах тăсма хатĕр. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Чăнах та, калас килет – çак пул
Back to Top