Шупашкарти район администрацийĕсене пĕрлештереççĕ

Чăваш Енĕн тĕп хулинчи Калинин, Мускав, Ленин районĕнсен тата Атăл леш енчи территори управленийĕсене, хула пурлăхĕн комитетне Шупашкар администрацийĕ çумне пĕрлештереççĕ. Çак йышăнупа çыхăннă ыйтусене Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕнче сӳтсе яврĕç. Хулара пурăнакансен пăшăрханма кирлĕ мар. Улшăнусем ертӳлĕх ыйтăвĕсене çеç пырса тивеççĕ. Районти тытăмсем малашне хула администрацийĕн пайĕсем пулса тăрĕç. Çак çĕнĕлĕх тухăçпа лайăхрах та кирлĕ пек усă курма, ĕç тивĕçсене сахаллатма пулăшмалла. «Малтан район администрацийĕче тăрăшнă çынсене те никама та ĕçрен хăтармĕç», – палăртрĕ Шупашкар хулин ертӳçи Евгений Кадышев. Малашне ятарлă профильсăр вăй хуракансен йышне чакарĕç, вĕсен вырăнне çĕнĕ ĕç йышăнакансем пулĕç. Канашлура çавăн пекех Шупашкар хулин 2022-мĕш çулхи хыснине пĕтĕмлетрĕç. Пĕлтĕр укçан ытларах пайне культура тата социаллă тытăм ĕçĕсем уйăрнă. 2022-мĕш çулта Хĕрлĕ тӳреме, кӳлемĕше тата ытти хула вырăнĕсене хăтлăх кĕртнĕ. Наци проекчĕсене пурнăçлама вара 3 миллиард тенкĕ ытла укçа уйăрнă пулнă.
Back to Top